Комментари хушас

10 Ака, 2015

Пурнăç перекетлеме хистет

Те республика Пуçлăхĕ çуккипе хăйсене çапла ирĕклĕрех туйрĕç - Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче Правительство членĕсенчен пĕри хăйĕн ноутбукĕнче чакаланчĕ, тепри ним именмесĕрех кĕнеке вуларĕ - ĕçтешĕсен доклачĕсене хăлхана чикниех курăнмарĕ те... Тепĕр тесен ку Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ ларура республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерме чăрмантармарĕ. Министрсем пĕр-пĕрин ыйтăвĕпе кăсăкланмаççĕ-тĕк - Патшалăх Канашĕн мĕнпур ыйтупа интересленекен представителĕ пур: Олег Мешков вице-спикер вăл е ку темăпа доклад тăвакан министрсенчен ăна-кăна ăнлантарма ыйтать, сĕнÿсем парать...

Бюджет право хутшăнăвĕсем, инвестици ĕç-хĕлне патшалăх енчен пулăшасси çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртесси тавлаштармарĕ. Патшалăхăн влаç органĕсенче ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă çынсен служба командировкисемпе çыхăннă тăкакĕсене саплаштармалли йĕркепе виçене те сăмах вакламасăр çирĕплетрĕç.

Республикăн автомобиль çулĕсен управленине çĕнĕлле йĕркелесси вара кĕтмен çĕртен самай калаçтарчĕ. Сăмах - çулсем çинчи фотофиксаци камерисене вырнаçтаракан тата вĕсене пăхса тăракан учрежденисене пĕрлештересси пирки. Çакă, транспорт министрĕ Владимир Филиппов палăртнă тăрăх, çулталăкра 2 млн тенкĕ перекет кÿмелле. Тĕрĕссипе, ларура пăхса тухнă ыйтусенчен ытларахăшĕ шăпах перекетлес тенипе никĕсленнĕн те туйăнчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.