Комментари хушас

7 Нарăс, 2014

Стаж та, взнос та кирлĕ

Юлашки вăхăтра пенси реформи çинчен нумай калаçаççĕ. Сахалтан та 15 çул стаж кирлĕ теççĕ. Эпĕ пасарта тавар сутатăп, анчах предприниматель свидетельстви илмен, налук тÿлеместĕп. Кăçал 32 çул тултаратăп, стаж çук, икĕ ачана пăхнă тапхăр çеç кĕрет. 15 çул стаж пухса ĕлкĕреймесен пенсие миçере тухатăп-ши? Манашкал стажсăр ĕçлекенсем тата та пур.

Светлана Маркова.

Шупашкар.

Сирĕн ыйтăвăра Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пăхса тухса çакăн пек хурав пачĕ:

– Халĕ пенси страхлав пайĕнчен тата пухăнса пыракан пайран тăрать. 2015 çултан страхлав пенсийĕ тата пухăнса пыракан пенси уйрăм пулаççĕ. Страхлав стажне социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсем те кĕрĕç: çарта пулни, 1,5 çул тултариччен ачана, инвалид ачана, пĕрремĕш ушкăн инвалидне, 80 çултан аслăрах ватă çынна пăхни. Страхлав стажĕ 15 çултан, уйрăм пенси коэффициенчĕ 30 балран кая мар пулсан хĕрарăмсем пенсие 55 çулта, арçынсем 60 çулта тухĕç. Çак условисем çыннăн шалăвĕ ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен (МРОТ) 2 хут кая мар чух çеç (5554х2) пурнăçланаççĕ, сахалрах пулсан 15 çул стаж пухни çителĕксĕр. Страхлав пенсийĕ илме ирĕк çуккисене социаллă пенсипе тивĕçтереççĕ: хĕрарăмсене – 60 çула çитсен, арçынсене 65 çул тултарсан.

Енчен те эсир ыттисем пекех 55 çулта пенсие тухас тетĕр пулсан сирĕн уйрăм пенси коэффициенчĕ 30 балран кая мар пулмалла. Коэффициент виçине ĕçленĕ кашни çулшăн официаллă шалуран тÿленĕ страхлав взносĕнчен палăртаççĕ. Ĕç укçи мĕн чухлĕ нумайрах, коэффициенчĕ çавăн чухлĕ пысăкрах пулĕ. Çĕнĕ йĕркепе ачасене çулталăк çурă тултариччен пăхнăшăн пенсин уйрăм коэффициенчĕ хушăнать: пĕрремĕш ачана пĕр çул пăхнăшăн 1,8 балл, иккĕмĕшĕшĕн – 3,6 балл. Çапла вара икĕ ачине те çулталăк çурă пăхсан 8,1 балл (1,8Ă0,9Ă3,6Ă1,8ă8,1) хушăнать.

Предпринимательсен, хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтерекенсен пенси çинчен малтанах шухăшламалла. 2014 çултанпа предпринимательсем 300 пин тенкĕрен сахалрах тупăш илсен – ĕç укçин чи пĕчĕк пĕр виçи чухлĕ страхлав взносĕ тÿлеççĕ. Кун пек чухне пĕр уйăх тÿлевĕ 1444 тенкĕ те 4 пуспа танлашать (5554 тенкĕ х 26: ), çулталăка – 17328 тенкĕ те 48 пус. Ку виçепе тÿлесен страхлав пенсийĕпе тивĕçлĕ канăва тухма стаж 15 çул çеç пулни çителĕксĕр. Саккунпа килĕшÿллĕн предпринимательсен çÿлерех асăннă виçерен нумайрах тÿлеме май пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.