Комментари хушас

9 Ака, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

Сăнÿкерчĕкре - Вера Михайлова. Эпĕ шурă Шупашкар историйĕпе кăсăкланатăп. Кĕнеке вулама кăмăллатăп. Ытларах вырăс классикĕсен хайлавĕсене шĕкĕлчетĕп. Федор Достоевскин мĕнпур произведенине вуласа тухма ĕмĕтленетĕп. Халĕ Михаил Булгаковăн "Мастер и Маргарита" романне иккĕмĕш хут вулатăп. Мана Елена Максимова тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралса ÿсрĕм, Пикшик вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухрăм. Халĕ Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче вĕренетĕп. Музыка шкулĕн фортепиано класĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм.
Эпĕ - Евгения Козлова, 17 çулта. Шупашкарта çуралса ÿсрĕм. Мĕн ачаранпах сăн ÿкерессипе интересленетĕп. Нумаях пулмасть хама ятăн фотоаппарат та туянтăм. Эпĕ - Софья Федулова. 18 çулта. Сăн ÿкерессипе, юрă-кĕвĕпе, сăнарлă искусствăпа кăсăкланатăп. Ют çĕршыв фильмĕсене курма кăмăллатăп. Чи юратнă режиссер - Тим Бертон. Раççей актрисисенчен Настасья Самбурская кăмăла каять. Техникумри чылай мероприятие хутшăнатăп. Манăн "Çамрăксем спайса хирĕç" ролика Мускав гуманитари университечĕ ирттерекен студентсен Пĕтĕм тĕнчери реклама фестивалĕн программине кĕртнĕ.

Хĕрсемшĕн "Контактра" соцсетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнĕнче "килĕшет" паллă лартса сасăлама пултаратăр.

Пирĕн фотоконкурс малалла тăсăлать - сăнÿкерчĕкĕрсене, хăвăр пирки кĕскен çырнине molgazeta@rambler.ru адреспа йышăнатпăр. "Çамрăксен хаçачĕн" иртнĕ уйăхри пики - Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Самделова, вăл 45 сасă пухнă. Январь-март уйăхĕсенче вара Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль пики Людмила Александрова 835 "килĕшет" паллă пуçтарнă. Хальлĕхе вăл - çĕнтерÿçĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.