Çурхи пахча ĕçĕсем
Юр ирĕлнĕçемĕн сад-пахчара хĕрÿ ĕçсем пуçланаççĕ. Пахча ĕçĕсене еплерех туса пынинчен ÿсен-тăран сывă та тĕреклĕ пуласси, унăн илемĕ, тухăçĕ нумай килет.
Ăшăтнă майĕн кĕркуннерен юлнă, тăкăннă çулçăна, виткĕçсене, ытти ăпăр-тапăра пуçтармалла. Тирпейленĕçемĕн йăрансем çинче тин çеç тухакан çумкурăка тăпăлтарса пырăр. Вĕсене çуркунне çемçе тăпраран кăклама та çăмăлрах.
Улма-çырла йывăçĕсене тирпейлемелле, тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла, кирлĕ пулсан тĕрлĕ чир-чĕртен им-çампа пĕрĕхмелле. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен чечексене, çырла йăранĕсене апатлантармалла.
Минераллă удобрени е чăх-чĕп каяшĕн шывĕ çурхи ĕçсем валли юрăхлă. Имлĕ шĕвекпе шăварнă хыççăн çиелтен çÿхе сий лайăх çĕрнĕ тислĕк сапни тăпрари пулăхлăха, нÿрĕке упрама пулăшать.
Çуркунне пуçламăшĕ - нумай çул ÿсекен чечек-курăка пайласа лартмалли вăхăт. Хурлăхан, крыжовник тĕмĕсене сапанласа лартма юрать.
Улма-çырла тĕмĕсемпе йывăçсене талăкри вăтам температура Ç5 градуса çитсен им-çампа пĕрĕхмелле. Унччен йывăçа е тĕме лайăх тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан ытлашши туратсене иртмелле, йывăç вуллисене пралук щеткăпа хырса мăкран, лишайниксенчен тасатмалла, ÿкнĕ çулçăсене пуçтармалла.
Йывăçсен папкисем вăраниччен пĕрĕхни кăпшанкăсен хĕл каçакан çăмартисене пĕтерме май парать. Папка çурăлсанах уй пыйти /тля/ çăмартаран тухса çамрăк çулçăсене сиенлеме пуçлать.
Мĕнле препаратпа сирпĕтессине пахчаçăн хăйĕн суйлама тивет. Мĕншĕн тесен тĕрлĕ им-çам тĕрлĕ чир-чĕр валли. Пахчана ытти çулсенче ытларах мĕн сиенленине аса илĕр. Ку сирĕн йывăç-тĕме мĕнле им-çам кирлине суйлама пулăшĕ.
- Пăхăр купоросĕ, бордос шĕвекĕ, тимĕр купоросĕ, йывăç-тĕме кăмпа чирĕсенчен хÿтĕленме пулăшать.
- Карбамид /мочевина/. Карбамидпа пăхăр купоросĕ 10 литр шыв валли хатĕрлемелле, 700 грамм карбамид /мочевина/, 50-100 грамм пăхăр купоросĕ.
Çак шĕвекпе пĕрĕхни хурт-кăпшанкăран, кăмпа чирĕсенчен сыхланма пулăшать тата азотлă удобрени пек йывăç-тĕме апатлантарать.
Карбамида извеçпе, суперфосфатпа, пурăпа, акшар çăнăхĕпе /доломит/ хутăштарма юрамасть.
Йывăçсене иккĕмĕш хут папкасем тăртансан, çеçке çурас умĕн им-çамлама юрать. Ку хутĕнче бордос шĕвекĕпе пĕрĕхни юрăхлă. Иккĕмĕш хут пĕрĕхнĕ чухне шĕвек çăралăхĕ «çемçерех» пулмалла. Вăл пахчана уй пыйтинчен, медяницăран, ытти сăтăрçăсенчен сыхлама çитет.
Бордос /ешĕл сенкер/ шĕвекне ку хутĕнче çак виçепе хатĕрлемелле. 10 литр шывра 50 грамм 3: пăхăр купоросне тата 200 грамм сÿнтермен извеç ярса пăтратмалла. Туратсене шĕвек лайăх çыпçăнтăр тесе супăнь ирĕлчĕкне хушма юрать.
Тимĕр купоросĕ пахчана шатра чирĕнчен, мăк, лишайниксенчен, ытти кăмпăска чирĕсенчен хÿтĕлет.
Тимĕр купоросĕн шĕвекне çамрăк йывăçсем валли «çемçерех» хатĕрлемелле, 10 литр шыва 50 грамм. Ватă йывăçсем валли шĕвек çирĕпрех кирлĕ, 10 литр шыва 100 грамм.
Астăвăр, тимĕр купоросне извеçпе хутăштарма юрамасть. Сÿнтернĕ извеç шĕвекĕпе пăхăр купоросне çеç хутăштарма юрать.
Пĕрĕхмелли шĕвеке хатĕрлесси. Таса витрене 700 грамм карбамид хумалла, çур витре таса шыв ярса лайăх пăтратмалла. Унтан 50-100 грамм пăхăр купоросĕ хушмалла та тĕплĕн пăтратмалла, вунă литра çитиччен шыв хушмалла, каллех пăтратмалла. Шĕвек тасалăхĕ пĕрĕхнĕ чухне чăртăка /опрыскивателе/ пăкăласа лартасран асăрханма кирлĕ.
Йывăç-тĕме мĕнле тата мĕн чухлĕ пĕрĕхмелле. Опрыскиватель паха пулмалла. Лайăх ĕç хатĕрĕпе сахалрах шĕвекпех нумай йывăç-тĕм сирпĕтме пулать. Йывăçа пĕрĕхнĕ чухне унăн вуллисем, турачĕсем пур енчен те шĕвекпе йĕпенмелле. Çакă чи кирли. Йывăç айĕнчи çĕре те йывăç калăпăшĕпе пĕрĕхмелле - сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен сыхланма пулăшĕ.