Комментари хушас

Килти пахчара кĕмĕл тĕслĕ чăрăш питĕ ÿстерес килет. Нумаях пулмасть хула паркĕнче çак йывăçăн йĕкелĕсене тупрăм. Вĕсенчен чăрăш ÿстерме пулмасть-и.

Валентина СМИРНОВА.

Красноармейски районĕ.

Вăрăран ÿстерме пулать. Анчах ку ĕçре те пĕлÿ е хăнăху кирлĕ. Мĕншĕн тесен хунав ÿстермелли вăрăсене темиçе тапхăрпа /стратификаци, пиçĕхтерни тата ытти те/ хатĕрлемешкĕн кашнинех тÿсĕм те çитеймест.

Çавăнпа та кĕмĕл чăрăша ÿстерес тесен ансатрах çул-йĕр суйласа илме сĕнетпĕр. Ăна сапанран /черенок/ çитĕнтерме пулать. Çавăн пекех ятарлă питомниксенче те туянма май пур.

Сапана еплерех хатĕрлеççĕ-ха. Нумай вăхăт илет пулсан та ку меслет шанчăкли шутланать.

Сапан валли çуркунне юр кайнă-кайман чăрăшăн иртнĕ çулхи туратне тĕпĕнчи хуппипе пĕрле хуçса илемелле. Ытлашши «хÿрине» кĕскетмелле. Туратăн аялти пайĕнчи йĕпписене лезвипе тасатмалла, ÿсме пулăшакан хутăш /ирĕлчĕк/ янă савăтра 12-24 сехет лартмалла. Çак хутăшсен шутне ИМК, гетероауксин, корневин, циркон /ÿсен-тăран лавккисенче сутаççĕ/ кĕреççĕ. Унтан таса шывпа чÿхемелле, ятарлă тăпра тултарнă ешчĕке 3-5 см тарăнăш лартмалла.

Тăпра валли çапларах хутăш хатĕрлемелле, пахча тăпри, торф, хăйăр – 1-шер пай.

Лартнă туратсене çиелтен15-20 см хушă хăварса кĕленчепе витмелле. Ешчĕке хĕвел тÿррĕн лекмен вырăна лартмалла. Чăрăш çутă кирлĕ пек лекнĕ çĕрте кăна фитогормонсем кăларать, шăпах вĕсем ĕнтĕ ăна тымар яма пулăшаççĕ.

Ытти вара пĕтĕмпех турата кирлĕ пек нÿрĕк илме май туса панинчен килет. Тымарланнă сапансене каярахпа хăвăр палăртнă вырăна куçарса лартма пултаратăр.

Сăмах май, сапан валли 7-10 см тăршшĕ, икĕ е виçĕ турат янă, вĕçĕнче пĕчĕк папкаллă турасене илмелле. Чăрăшăн çÿлти пайĕнчи хунавсем начар тымарланаççĕ.

 

Шута илĕр:

1. Илемлĕ формăллă пултăр тесен чăрăша кун тăршшĕпех çутă çиелĕклĕ лекекен çĕре лартăр.

2. Лăсăллă йывăçсем хăвăрт хыпса илнине ан манăр. Çавăнпа та вĕсене çурт-йĕртен аяккарах, пĕр е икĕ штук кăна лартăр.

3. Çулсем кайнă май чăрăш питĕ çÿллĕ ÿсме пултарать. Çавăнпа та пахчара ытла çÿллĕ ÿсмен сортсене çитĕнтерсен аванрах. Сад ăстисенчен чылайăшĕ йĕплĕ-кăвак чăрăша килĕштерет. Вăл пирĕн тăрăхра аван ÿсет.

4. Чăрăш - чылай ÿсен-тăраншăн начар кÿршĕ шутланать /клематис, сирень, роза, пион/. Çÿллĕ ÿсекен сортсене улма-çырла йывăçĕсемпе юнашар лартмасан аванрах. Чăрăшпа юнашар хыр, лиственница, туя, кедр та ÿсесшĕн мар.

5.Çĕнĕ çул умĕн пахчари чăрăша илемлетес текенсен çакна асра тытмалла, чăрăша вĕриленекен лампăчкăсемпе эрешлеме юрамасть. Питех илемлетес тесен çутă диодлă гирляндăсемпе усă курма юрать. Анчах вĕсене те икĕ эрнерен ытла çутма юрамасть. Мĕншĕн тесен чăрăш хĕллехи вăхăтра ыйхăра пулать, çавна май çутăпа вăл вăхăтсăр «вăранма» пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.