Комментари хушас

7 Ака, 2015

Фронтовик, судья тата... питĕ лайăх çын

Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсем, йышлă медаль... Вăрçăри паттăрлăхпа хастарлăхшăн Петр Ванюков тивĕçнĕ орден-медаль теçетке çурăна яхăнах. Петр Васильевич хăш наградăна хăçан тата мĕншĕн панине питĕ лайăх астăвать.

Пĕрремĕшне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, 1943 çулта Орша патĕнчи çапăçусемшĕн тивĕçнĕ. «Нимĕçсем çине тăрса тапăнаççĕ, - аса илет вăл. - Каялла чакатпăр. Хыçра вара - сарлака юханшыв, ун урлă - пĕртен-пĕр йывăç кĕпер. Штаб машинисене, техникăна, салтаксене каçарса ĕлкĕрмелле, унччен фашистсене çак кĕпер патне ямалла мар. Полк командирĕ мана оборона йĕркелеме хушрĕ. Йывăр килчĕ, анчах тăшмана чарса тăтăмăрах. Нумай боец вилчĕ, чылайăшĕ аманчĕ. Телее, эпĕ кĕперпе суранланмасăрах каçма пултартăм».

Çĕмĕрле районĕнчи Турхан каччи Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулта тăнă. Инçет хĕвелтухăçне лекнĕ. Урал урлă, Çĕпĕр тăрăх, Байкал çыранĕпе... «Байкал шывĕ тап-таса, сивĕ! Ăна çаплипех ĕçеттĕмĕр!» Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнипе çыхăннă хыпар вĕсен полкĕ тайгара вĕренÿре чухне çитнĕ. Çар чаçне чикĕ хĕррине, Япони çарĕсем патнерех, куçарнă. Окопсем чавнă, хÿтлĕх йĕркеленĕ, яппунсем тапăнасран сыхă тăнă. Ванюкова вара кĕçех пуçлăхсене хатĕрлекен курссене вĕренме янă. Унтан лейтенант званийĕпе тухнă. Тÿрех - фронта. Танксене тĕп тăвакан артиллери полкĕнче вăрçă вĕçленичченех пулнă. Морави çĕрĕ çинче çапăçнă чухне чăваш каччи йывăр аманнă. Госпитальсенче вăрах сипленме тивнĕ. Полк врачĕ кайран ăна «чĕрĕ юласса шанманччĕ» тенĕ-мĕн. Турра шĕкĕр, çамрăк организм вилĕме парăнман. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.