Комментари хушас

2 Ака, 2015

Пăрçа хурчĕ - брухус

Кĕркунне çур кило пăрçа туяннăччĕ, вăрлăх тăвас тенĕччĕ. Хĕл каçа пăрçана мĕн шăтарса пĕтернĕ-ши. Йăлтах шăтăк-шăтăк.

Юрий ПЕТРОВ.

Красноармейски районĕ.

Пăрçана тырă кĕви - вĕтĕ нăрă - шăтарса пĕтернĕ. Брухус нăрри /гороховая зерновка/ тесе палăртаççĕ ăсчахсем ăна. Нăрă пăрçа е фасоль чечеке ларнă чухне вĕçсе тухать те чечек шăркипе тăранса пурăнать. Вăл сарă-хăмăр тĕслĕ, тăрăхла, 4-5 мм тăршшĕ. Унăн çăмарти 0,6-1 мм. Симĕс пăрçа çинче аван курăнать. Тин тухнă хурт сарă тĕслĕ, каярах шуранкăланать. Хурт пăрçана шăтарса кĕрет те нăрă пулма хупланса ларать. Хуртран куколка пулас вăхăт 30-40 кун, куколка 20-25 кунран нăрă пулса тăрать. Çĕршывăн кăнтăр енче, ăшăрах çĕрте нăрă хăвăртрах аталанать, сивĕрех тăрăхсенче аталану вăрахрах пырать.

Хурт куколка пулас умĕн пăрçа хуппине касса кĕрет, пăрçана кăшланăçемĕн куколка пулса выртать. Шăпах çакнашкал сиенлĕ пăрçа вăрлăхĕ туяннă та эсир. Хĕле кĕнĕçемĕн нăрăсем пăрçа хуппине шăтарса тухаççĕ.

Кăнтăр енчи çĕрсенче пăрçа нăрри çуллахи вăхăтра нăрă пулса ĕлкĕрет те пăрçаран тухса вĕçет. Нăрă тырă ампарĕсенче, сухаламан ана çинче, тăкăнса юлнă пăрçа ăшĕнче хĕл каçать.

Пирĕн тăрăхра брухус хурт пăрçана пуçтарса илнĕ вăхăт тĕлне нăрă пулса çитеймест. Çавăнпа куколкăсем пăрçа ăшĕнче юлаççĕ. Çакнашкал пăрçана шыва ярсан путмасть, çиеле хăпарать. Ăна акма юрамасть.

Сиенлĕ хурта агротехника мелĕсемпе пĕтерме пулать. 1/Пăрçана çуркунне иртерех акмалла. 2/ Брухуса парăнман çирĕп сортсене суйламалла. 3/ Пăрçана горчицăпа акни кăпшанкăна хăратать. 4/ Пиçсе çитнĕ пăрçана вăхăтра пухса кĕртмелле. 5/ Кĕрхи çĕртме тумалла.

Хими мелĕсем. Акмалли пăрçана гексахлоранпа имçамлани витĕмлĕ. Кĕркунне тĕрĕс имçамласан çак нăрăн 87-99% пĕтет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.