Комментари хушас

28 Пуш, 2015

Ывăлне çара ăсатсан кукăль те пĕçермен

Çак эрнере республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн хастарĕсене Шалти ĕçсен министерствин музейне чĕнсе илчĕç. Министр çумĕ Олег Яковлев çамрăксене воспитани парас ĕçе тÿпе хывнăшăн тата тивĕçе пурнăçланă вăхăтра пуç хунă йĕрке хуралçисен çемйисемпе тачă çыхăну тытнăшăн вĕсенчен саккăрăшне Хисеп хучĕпе тата пиллĕкĕшне Тав çырăвĕпе чысларĕ. Хисеплĕ çав хĕрарăмсен ывăлĕсем Чечня вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă.

"Паян куççуль те, савăнăç та аса килчĕ", - терĕç вĕсем. "2002 çулта Моздока кайма хатĕрленеттĕмĕр. Çĕнĕ Шупашкарти ача сачĕн ĕçченĕсем çыхăнчĕç пирĕнпе. Вĕсем Чечен Республикинчи салтаксем валли парне парса ярасшăн. Çак йыш пепкесен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле укçа пуçтарнă. Вырăна çитсен пухмача çĕмĕртĕмĕр те - 247 тенкĕ тухрĕ. Уншăн салтаксем Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакансене чĕререн тав турĕç", - каласа кăтартать Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçи Лариса Егорова. Пирĕн йышра ырă кăмăллисем татах та пур. Нумаях пулмасть эпир Çĕрпÿри 1-мĕш шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне парне хатĕрлени çинчен çырнăччĕ. Посылкăсене Санкт-Петербургри çар чаçĕсенчи салтаксем патне çитермеллеччĕ. Лариса Ивановна япаласене пуйăспа ярас шухăшлăччĕ. Хăй Шупашкартан яла кайма хатĕрленетчĕ. Çапах кирек хăш ĕçе те вĕçне çитерме, кирек мĕнле шухăша та пурнăçа кĕртме хăнăхнă вăл. "Кунтан парса яма, лерисен кĕтсе илме чăрмавлă. Çавăнпах çар чаçĕсене хамах çаврăнса килме тĕв турăм", - ăнлантарать çаврăнăçуллă хĕрарăм. Ку хутĕнче те Çĕрпÿсен ячĕпе Тав çырăвĕсем илсе килнĕ вăл.

"Ывăлăма çара ăсатсан кукăль те пĕçермен, уявсене те хутшăнман", - пытармасть Мария Лаптева. Олег вăрçăра çывăхрах снаряд çурăлнине пула пĕр вăхăт илтми пулнă.

2002 çулта Елена Иваницкаян ывăлне амантнă. Салтак амăшĕсен комитечĕ киле илсе килнĕ ăна. Сывалса çитсен тепĕр хут вăрçа тухса кайнă вăл. Телее, Иван чĕрĕ таврăннă. Халĕ унăн килĕнче Иван Иванович çитĕнет.

Людмила Мельник - 2 салтак амăшĕ. Ăна, ывăлне курма кайнăскерне, хушаматне пула Чечен Республикинчен кăларасшăн пулман. Террористсен йышне кĕртме хăтланнă. Юрать-ха унта-кунта шăнкăравласан тытсах чарман.

Ыйхă вĕçнĕ амăшĕсем хăй вăхăтĕнче дежурство та йĕркеленĕ, телефон шăнкăравласса кĕтнĕ. Пĕрре çапла çĕр варринче Çурçĕр Кавказри пĕр салтак хĕрарăмсемпе çыхăннă. Госпитальти журнал тăрăх аманнисен ячĕсене каласа тухнă. Амăшĕсем, паллах, канлĕх çухатнă.

"Александр Чечня вăрçинчен таврăнчĕ. Салтак амăшĕсен комитечĕн йышĕнчен тухма та юрать санăн", - сĕтел хушшине пуçтарăнсан сăмах пуçарнă хăнасенчен пĕри. Лидия Уткина та - çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшакан пысăк чĕреллĕ хĕрарăм. "Ывăлăм тĕрĕс-тĕкел килчĕ. Çакă пирĕншĕн - пысăк савăнăç. Халĕ манăн пушшех те ытларах ĕçлес, ыттисене пулăшас килет", - хуравланă Лидия Васильевна.

Амăшĕн чĕри ачи-пăчишĕн ĕмĕр тăршшĕпех ыратать теççĕ. Салтак амăшĕсен комитечĕн 20 çулхи ĕçĕ шăпах çакна кăтартать.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.