Комментари хушас

28 Пуш, 2015

Тăван сăмах чуна çывăхрах

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов çак кунсенче “Хыпар” ИÇ коллективĕпе тĕл пулчĕ.

Тĕлпулăва министр кăмăллă та чуна çывăх сăмахран - “ĕçтешсем” тенинчен пуçларĕ. Çапла мар-и-ха? Пĕр тĕллевпе пурăнатпăр вĕт - халăха объективлă информаципе тивĕçтересси, республика аталанăвне çутатасси, вулакан патне çĕнĕ хыпарсене вăхăтра çитересси... Çакăншăн тăрăшаççĕ министерство ĕçченĕсем те, журналистсем те. Хаçатçăсен те министра каласа кăтартмалли пур. Йывăр вăхăтра та - малтан Раççей почти хаксене ÿстерсе ячĕ, халĕ тата акă кризис çитсе çапрĕ - хаçат-журнал тиражĕсене сыхласа хăварма тăрăшатпăр. Çакна министр цифрăсемпех çирĕплетрĕ - кашни 3-4-мĕш çемье “Хыпарпа” унăн кăларăмĕсене вулать. Вулаканăмăрсене тав тумалла çакăншăн: пирĕнпе çыхăнăва татманшăн, тăван сăмахах суйланăшăн - чуна çапах та çывăхрах-çке вăл. Чăваш чĕлхин кăткăс лару-тăрăвĕ пирки те сăмах хускалчĕ тĕлпулура. Юлашки çырав кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ çакна - тăван чĕлхепе калаçакансен, хăйне “чăваш” тесе шутлакансен йышĕ чаксах пырать. Апла тăк чан çапма тахçанах вăхăт. “Социаллă кашни учрежденире чăваш кăларăмĕ пулмалла. Ача сачĕсенче - пушшех те”, - палăртрĕ Александр Степанович. Журналистсем те парăмра юлмарĕç - сĕнÿпе тухрĕç. Юлашки вăхăтра почта ещĕкĕсем тÿлевсĕр хаçатсемпе тулса ларчĕç. Юрĕччĕ-ха, анчах та пурте вĕсем - вырăсла. Хула халăхне чăвашла вулаттарас тĕллевпе - тÿлевсĕррине эпир пушшех те кăмăллатпăр вĕт - мĕншĕн чăвашла кăларăм сармалла мар? Çапла, “Хыпарпа” унăн “ачисене” яла, ашшĕ-амăшĕ патне кайсан, вулаççĕ-ха çынсем, анчах та алă айĕнчине мĕн çиттĕр? Паллах, патшалăх пулăшăвĕсĕр татса пама май килмĕ ку ыйтăва. Анчах та чăвашлăх хăрушлăха çакланнă вăхăтра ку тĕлĕшпе пурин те чавса тавăрсах ĕçлемелле пек туйăнать. 14 хаçат-журнал кăларса тăракан “Хыпар” çемйишĕн тепĕр кăларăм пачах та ытлашши пулмĕ.

Чăвашлăхпа çыхăнтарсах тепĕр ыйту та хускалчĕ тĕлпулура - тĕрĕс мĕнле çырмалла? Юлашки вăхăтра правилăсем улшăнсах тăнине пула вулакан та арпашăнса пĕтрĕ ахăр. “Ытти регионта çак ыйтăва министерство татса парать, пирĕн патра вара - Патшалăх Канашĕ, - палăртрĕ Александр Степанович. - Анчах та депутатсен тытăмĕ улшăнсах тăрать. Çавăнпа эпир те ыттисен тĕслĕхĕпе усă курасшăн. Çывăх вăхăтрах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тивĕçлĕ йышăну кăларĕ. Чи кирли - правилăсем пуриншĕн те пĕрре пулмалла”.

Кăмăллă самант та пулчĕ тĕл пулура - министр “Хыпар” набор операторне Надежда Щербигинăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, тăрăшулăхшăн Раççей Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Рита АРТИ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.