Комментари хушас

27 Пуш, 2015

Пÿрнĕ ăна пÿлĕхçĕ кĕске ĕмĕр, йывăр кун...

Ах, çылăхлă пуçăма
Ăçта чиксе хурам-ши?
Ах, çылăхлă чунăма
Епле тытса чарам-ши?
Константин ИВАНОВ.
 
Халăх театра лайăх пьесăна лайăх вылянине курма çÿрет, пьесине хăйне мар - пьесине вулама та пулать.
Николай ОСТРОВСКИЙ.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ мартăн 25-мĕшĕнче халăх умне çĕнĕ спектакль - Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă «Константин Иванов» пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Вĕри юнлă çемçе чун» икĕ пайлă драма - кăларчĕ. Мана спектаклĕн тĕп репетицире пулса курма тÿр килчĕ. «Сдача» вăхăтĕнче те партер туллиехчĕ, çакă хăех çĕнĕ спектакль, Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул, вилнĕренпе шăп та лăп 100 çул /мартăн 26-мĕшĕнче/ çитнĕ тĕле лартнăскер, чăваш халăхне çав тери кирлине çирĕплетет.

«Вĕри юнлă çемçе чун» пуçланас умĕн куракан умне спектакль режиссерĕ тата художникĕ, СССР халăх артисчĕ, РФ, ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев тухрĕ. Унăн сăмахĕ питĕ интереслĕ пулчĕ. Ку пьесăна театр виççĕмĕш хут лартать иккен, пĕрремĕшĕ авторăнни пекех «Константин Иванов» ятпа тухнă, иккĕмĕшĕ - «Тăвăл хыççăн тăвăл»... Виççĕмĕш хутĕнче мĕншĕн çапла ят пама йышăннине те ăнлантарчĕ Валерий Николаевич, «Кăна эпир шухăшласа кăларман. «Нарспие» кам питĕ лайăх пĕлет - вăл ăнланать. Сетнере çакăн пек шăпа тухасса юмăç малтанах каласа хурать-çке»...

Юрĕ, Валерий Яковлев сăмахĕсене çирĕплетме /тĕрĕссипе, хирĕçленĕ пек пулса тухать те-ха/ «Нарспи» поэмăри «Юмăç патĕнче» сыпăка тепĕр хут вулăпăр... Çирĕм йĕркешерлĕ тăваттăмĕш çаврăмра çакăн пек калани пур,

Панă ăна пÿлĕхçĕ

Вĕри юнпа çемçе чун.

Чимĕр-ха, «Вĕри юнлă çемçе чун» темест вĕт-ха автор! Чунĕ - çемçе, юнĕ вĕри пирки пырать кунта сăмах. Манпа килĕшместĕр пулсан, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн вырăсла куçарăвне илсе кăтартам, «Кровь горячую дал пюлех /Душу мягкую ему»... Ачаранах илтнĕ тупмалли юмах асăма килет, «Юнĕ пур та, чунĕ - çук». Максимов-Кошкинский пьесин ятне улăштарса юнпа чуна уйрăлми тĕвве çыхма ăнтăлни тĕрĕсех-ши. Иккеленĕве сирме каллех «Нарспи» патне таврăнар, спектакльти сăнарсем тăтăшах унти йĕркесемпе усă кураççĕ, Праски /Оксана Драгунова артистка/ шăпи те поэмăри тĕп сăнарĕнпе тÿр килсе пырать, упăшки ăна Тăхтаман Нарспие хĕненĕ пекех хĕнет. Константин Иванов чун пĕлтерĕшне мĕнлерех туйнине ăнланма поэмăри «Çимĕк иртсен» сыпăкри Тăхтаман вилнĕ саманта аса илер,

Арăм сарчĕ вырăнне,

Упăшкине вырттарчĕ.

Çĕкле-çĕкле çапрĕ те,

Чунĕ ÿтне хăварчĕ.

Куратăр-и, чунĕ ÿтне хăварать... Спектакльти тĕп сăнар, «вĕри юнлă çемçе чун» - Константин Иванов /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов/ - Праские поэмăри сăмахсемпе çапла калать,

Савăнса утать ик чун,

Çичĕ ютăн мĕн ĕç пур.

Шел, спектакльте те поэмăри пекех «çичĕ ют» тем тусан та хăпасшăн мар,

Анчах вăрман ăшĕнче

Хура кайăк чăйлатать,

Ай, Тăхтаман, Тăхтаман,

Нарспи чунне вăл шырать.

Спектакль умĕн каланă сăмахĕнче Валерий Яковлев, «Нарспи» поэмăна ăшне кĕрсе кайса вуласан тин пирĕн Константин Иванов мĕнле ГЕНИЙ пулнине ăнланса илетĕн», - терĕ. Çавăнпа та юратнă поэтăмăр çинчен лартнă спектакль çинчен çырнă май «Нарспи» сыпăкĕсемпе усă курмасăр ниепле те май килмерĕ... Пĕлтерĕшлĕ пулăма хăйĕн ячĕпе тĕп-тĕрĕс каланине мĕн çиттĕр.

Спектакльне вара, паллах, ун çинчен «такам» çырни тăрăх никам та тивĕçлипе хаклас çук - кашниех хăй кайса таса чĕрепе те тимлĕ куçпа куртăр тесе çыратăп ку йĕркесене. Юрă-ташăпа пуян çĕнĕ спектакль, артистсен чĕрĕ те ăста вылявĕпе çав тери илĕртÿллĕ.

Халăх чунтан юратакан поэт çинчен пурне те тивĕçтерекен спектакль лартма, паллах, пĕрре те çăмăл мар. «Тĕрĕслев» вăхăтĕнче те, премьерăра та халăх «Вĕри юнлă çемçе чуна» куççуль юхтарса курни, хыççăн нумайччен тăвăллăн алă çупни Валерий Яковлев ку тĕллеве тивĕçлипех пурнăçланă теме хистет. Хистет те - çаплах çыратăп, анчах та чĕре урăхларах калать, Константин Иванова вăл урăхларах, çÿллĕрех шайри хирĕç-тăрура курасшăнччĕ. Ку, паллах, урăх ыйту. Кăна, тен, урăх статьяра уçса парăп. Çĕнĕ спектакль пирки вара кирек кам та хăйĕн шухăшне уççăн та туллин пĕлтерме пултарать. Редакци ку тĕллевпе ятарлă «Тавлашу тĕпелĕ» уçма шутларĕ. Курманнисем - кайса курăр та - алла çивĕч калем тытăр. Кăçал ахаль çул мар-çке - Константин Иванов çулталăкĕ!

Римма ПРОКОПЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.