Ăшă йăран
Пускилĕн пахча çимĕçĕ яланах йăтăнса пулать. Çакна вăл «ăшă йăран» тунипе çыхăнтарать. Мана та çавнашкал йăран тума вĕрентеймĕр-ши?
Иван Ильин.
Йăран хăйне хăй ăшăнса тăнине çапла калаççĕ. «Ăшăтаканни» выльăх айсарăмĕ, тислĕк, çулнă курăк, ÿсен-тăран юлашки - урăхла каласан, çĕрнĕçемĕн ăшă кăларса тăракан япала. Ăна пĕр кĕреçе тарăнăш чавса кăларнă лаптăка 30-40 см хулăнăш хураççĕ. Çиелтен паха çĕрпе витеççĕ. Шÿтерсе шăвараççĕ. Тислĕкпе ÿсен-тăран юлашки хĕрнĕçемĕн тăпра температури ÿссе пырать. Апла пахчаçимĕçĕ те лайăх ÿсĕ. Ăшă йăран çинче çĕрулми, хăяр, кавăн, кабачок , ешĕл çимĕç уйрăмах лайăх çитĕнет.