Комментари хушас

5 Нарăс, 2014

Социаллă пособисене ÿстернĕ

РФ социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлекен граждансене асăннă фонд шучĕпе тÿлекен пособисене 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 1,05 коэффициент индексациленĕ.

Ачаллă граждансене паракан патшалăх пособийĕсен виçисем çакăн чухлĕ пулаççĕ:

  • çие юлнă хĕрарăмсем медицина учрежденийĕнче малтанхи тапхăртах учета тăрсан паракан пĕр хут тÿлекен пособи - 515,33 тенкĕ;
  • ача çуралсан пĕр хут тÿлекен пособи - 13741,99 тенкĕ /енчен те вăл çут тĕнчене 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче е ун хыççăн килсен/;
  • пĕрремĕш ачана пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособин чи пĕчĕк виçи - 2576,63 тенкĕ;
  • иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана пăхнăшăн тивĕçекенни - 5153,24 тенкĕ.

Аса илтеретпĕр: ача пăхмашкăн уйăхсерен паракан пособи виçине вăтам шалăвăн 40 процентне тĕпе хурса шутланă тăк саккун тăрăх индексаци коэффициенчĕпе усă курма йышăнман.

2014 çулта вăй илнĕ страховани тĕслĕхĕсем тăрăх ача çуратас умĕнхи, çуратнă хыççăнхи, ăна пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособисене шутланă чухне тĕпе хуракан кулленхи вăтам ĕç укçин чи пысăк виçи 1479,45 тенкĕпе танлашать. Ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн уйăхсерен тÿлекен пособин чи пысăк виçи страхланă çыннăн вăтам ĕç укçин 40 процентне тĕпе хурса шутланă чухне 17990,11 тенкĕ пулать.

Ача-пăча пособийĕсемсĕр пуçне пурнăçран уйрăлнă çынна юлашки çула ăсатмашкăн уйăракан тÿлеве те индексациленĕ. Унăн база виçине 5002,16 тенке çитернĕ.

2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çавăн пекех РФ Правительствин 2013 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 1179-мĕш йышăнăвне пурнăçласа производствăри инкек-синкекрен тата професси чир-чĕрĕнчен обязательнăй майпа социаллă страховани тунăшăн уйăхсерен тивĕçекен тÿлевсен индексаци коэффициентне 1,05 виçепе çирĕплетнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.