Комментари хушас

25 Пуш, 2015

ХУРĂН ПАПКИ ХĂВАТЛĂ

Март вĕçĕнче сиплев валли пирченĕ, анчах уçăлма ĕлкĕреймен хурăн папкине пухаççĕ. Чĕртавара лайăх уçăлтаракан хуралтăра е ятарлă сушилкăра 30 градус ăшăра типĕтмелле. Пир хутаçа тултарса икĕ çул таран упрама юрать.

Халăх медицининче хурăн папкинчен хатĕрленĕ препаратсемпе манкана çемçетсе кăларма, шăк, сехре хăвалама усă кураççĕ. Вĕсем тата шыççа, бактерисене хирĕçле, хутлатнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Шăнса пăсăлсан. 2 апат кашăкĕ типĕ чĕртавара термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. 6 сехетрен сăрăхтармалла. Ăшă шĕвеке виçĕ сăтăрккăпа пĕр талăкра ĕçсе ямалла. Вăл температурăна чакарать, сывлăха лайăхлатать.

Сыпăсем ыратсан, артрит, артроз, ревматизм чухне, ÿт шăтсан. 2 апат кашăкĕ типĕ папкана 100 миллилитр шурă эрехе ямалла. 2 эрнерен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Настойкăпа ыратакан вырăнсене кунне пĕрре сăтăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, пÿре, шăк хăмпи чирĕсем, ларингит, бронхит, трахеит аптратсан. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 15-20 тумлам хурăн папкин настойкине 1 стакан шыва ярса ĕçмелле. Курс - сываличчен.

Шăл тунисем шыçсан, шăл ыратсан. Настойкăра йĕпетнĕ мамăк тампона ыратакан тĕле хумалла. Çапла кунне темиçе хут сипленмелле.

Уйăх хушши вăхăтĕнче ыратсан. 2 апат кашăкĕ типĕ чĕртавара 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут пиçĕхтермелле. Сăрăхтармалла, малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Шута илме: хурăн папкин шĕвекне ача кĕтекен хĕрарăмсен, ват хăмпинче чул пулсан, пÿре çитменлĕхĕ, аллерги аптратсан ĕçме юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.