Комментари хушас

24 Пуш, 2015

Куçса çÿрекен офис çула тухать

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен мобильлĕ офисĕсем районсенчи инçетри ялсенче пурăнакансем патне асăннă служба çăмăллăхĕсемпе килĕсене пырсах тивĕçтереççĕ.

Служба центрĕсем мобильлĕ офиссемпе усă курма тытăнни çынсем консультаци тата информаци илмелли майсене анлăлатать, ĕç тупас енĕпе патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултарассин шайне ÿстерет. «Кустăрма çинчи» çакнашкал офиса ăшăтса тăмалли тата кондиционер тытăмĕсем вырнаçтарнипе граждансене хăтлă условисенче йышăнма май килет. Вĕсене хăйсем пурăнакан ялтан тухса çÿремесĕрех профессие вĕренес, харпăр хăй ĕçне йĕркелес, ĕçлевпе тивĕçтермелли программăсен мероприятийĕсене хутшăнас ыйтусемпе консультаци, çавăн пекех профориентаци пулăшăвĕ тата ĕçпе ĕçлев саккунĕсем тĕлĕшпе юридици пулăшăвĕ параççĕ, ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштараççĕ. Вырăна пыракан консультаци пунктĕнче çынсем ĕçе вырнаçас енĕпе тĕрлĕ ушкăна кĕрекен граждансен прависене тĕплĕн ăнлантарса панă буклет продукцине илме пултараççĕ.

Мобильлĕ офиспа ĕçлевĕн пуçаруллă мероприятийĕсене - общество ĕçĕсем йĕркеленĕ, çул çитмен граждансене тата ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр ĕçсĕрсене вăхăтлăх вырнаçтарнă тата ĕç сĕнекенсемпе тĕл пулнă чухне - йĕркелемешкĕн усă кураççĕ.

Тухса çÿрекен бригада йышĕнче - профконсультантсем, ĕçе вырнаçтаракан специалистсем, программистсем, ĕçсĕр граждансене тепĕр хут регистрацилекен инспекторсем тата служба центрĕн ытти яваплă çынни.

Кăçалхи икĕ уйăхра мобильлĕ офиссем 107 хут çула тухнă. Пĕтĕмпе 118 мероприяти ирттернĕ, 2636 çынна пулăшупа тивĕçтернĕ. Професси ориентацине - 1148, ĕç рынокĕнчи лару-тăру информацине 2329 çын илнĕ. Ĕçлев центрĕсем паракан патшалăх пулăшăвĕсем çинчен 2344 гражданина пĕлтернĕ. «Пĕр чÿрече» мелĕпе 24 инвалида йышăннă.

Республикăри тата унăн тулашĕнчи организацисенче вырăн тупассипе, харпăр хăй ĕçне йĕркелессипе, обществăн тÿлевлĕ ĕçĕсене хутшăнассипе, професси вĕренĕвне ярассипе çыхăннă ыйтусемпе 111 информаци кунĕ йĕркеленĕ, вĕсене 2612 çын хутшăннă.

Мобильлĕ офис мелĕпе 14-18 çулсенчи 14 çамрăк юрăхлă çĕре вырнаçмашкăн регистрацие тăнă.

Ĕçлев ыйтăвĕсемпе халăх хушшинче ирттерекен тĕпчевсен пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн палăртăвĕпе тата Раççейĕн ĕçлев саккунĕсемпе килĕшÿллĕн «ĕçлĕ» тата «ĕçсĕр граждансен» категорийĕсене камсене кĕртни çинчен çынсене тĕплĕн ăнлантарса параççĕ.

Асăннă мероприятисен усси курăмлă: çапла майпа аякри ялсенче пурăнакан 105 çынна ĕçе вырнаçма направлени панă, вĕсенчен 4-шĕ - ĕçсĕр граждансем, 52-шĕ - вырăн шыракансем, 13-шĕ - чылай вăхăт /çулталăк ытла/ вăй хуманнисем, 18-шĕ - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 2-шĕ - тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракансем.

Мобильлĕ офис мелĕпе Канаш хулинче /1177 çын хутшăннă/, Етĕрне районĕнче /400 çын/, Улатăр хулинче /358 çын/ пуçаруллă усă кураççĕ.

Куçса çÿрекен консультаци пункчĕн майĕсене Патăрьел /28 çын/, Вăрмар /28 çын/ районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче /16/ тивĕçлипе хаклаççĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсен мобильлĕ офисĕсем 2015 çулта вырăнта ирттерекен йышăну графикне Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Интернет-сайтĕнче вырнаçтарнă.

Унсăр пуçне унтах хевтесĕр граждансем валли вакансисен тăтăшах çĕнетсе тăракан банкĕн ятарлă баннерне йĕркеленĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.