Комментари хушас

5 Нарăс, 2014

Вăл - аваллăх управçи

Валентина Николаева Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче çуралнă. 1996 çулта Трак тăрăхĕнчи Танăш ял каччипе - Эдуард Гавриловпа - çемье çавăрнă. Туслă кил-йышра икĕ хĕр çитĕнет: Маргарита Красноармейскинчи вăтам шкулăн 10-мĕш, Юлиана Кĕçĕн Шетмĕри шкулăн 4-мĕш класĕсене çÿреççĕ.

Валентина Михайловна 2007 çултанпа Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администраципе хуçалăх пайĕнче тăрăшать. Кунсăр пуçне вăл ялти Элли Юрьев ячĕллĕ музей-ÿкерчĕксен галерейин пуçлăхĕ те.

- Тăван тăрăх историйĕ питĕ пуян. Паллă çын чылайăн тухнă кунтан. Вĕсем пирки ытларах пĕлес, ыттисене каласа парас килет. Истори темипе çырнă кĕнекесем, хаçат-журнал, çав шутра - «Хыпара» та, вулама кăмăллатăп, - тет вăл.

Элли Юрьев ячĕллĕ музей-ÿкерчĕксен галерейине Кĕçĕн Шетмĕре виçĕм çул уçнă. Икĕ хутлă çуртăн çÿлти пайне йышăнать вăл. Пĕрремĕш хутра ача сачĕпе медпункт вырнаçнă. Музейре - виçĕ зал. Пысăккинче паллă ентеш-ÿнерçĕн, Чăваш халăх художникĕн Элли Юрьевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стендсемпе витринăсем вырнаçтарнă, вăл тунă ÿкерчĕксем те кунтах вырăн тупнă. Иккĕмĕшĕнче сумлă тепĕр ентешĕмĕрĕн, Танăш ялĕнче çуралнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Георгий Николаевăн ÿкерчĕкĕсене курăнмалла вырнаçтарнă. Виççĕмĕш залра - Трак ен ÿнерçисен - Алексей Григорьевăн /Четрик ялĕ/, Николай Егоровăн /Çырмапуç Карай/, Феврония Ивановăн /Кăмакал/, Николай Кривошеевăн /Красноармейски/ тата Юрий Филипповăн /Яманак/ ĕçĕсем. Тепĕр пÿлĕмре - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчĕн тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисен диплом ĕçĕсем, Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере тус-юлташĕсем юбилей ячĕпе парнеленĕ йывăçран хатĕрленĕ япаласем тата ытти экспонат.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче кунта хамăрăн мухтавлă тепĕр ентеше - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Виталий Петрова халалланă пÿлĕм уçăлнă. Унăн пултарулăхĕн стенчĕсене тĕпрен çĕнетнĕ.

Халĕччен Кĕçĕн Шетмĕри Элли Юрьев ячĕллĕ музей-ÿкерчĕксен галерейинче 2 пине яхăн çын пулса курнă.


Виктор ДАНИЛОВ.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.