Комментари хушас

24 Пуш, 2015

Пултарать. Маттур!

Фристайл ăстисен йышĕнче хăюллисемпе хастаррисем сахал мар. Вĕсен хушшинче чи пултарулли те чи маттурри вăл - 15 çулти Лана Прусакова. Нумаях пулмасть слоуп-стайл енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче çĕнтерсе вăл республикăра кăна мар, Раççейре те чи лайăххи пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăрту ку хутĕнче Челябинск облаçĕнчи Миасс хули çывăхĕнчи "Солнечная долина" кану центрĕнче иртнĕ. Ку - кăçалхи сезона вĕçлекен юлашки турнир. Çавăнпа сăрт-ту йĕлтĕрçисем уйрăмах хастар пулнă. Чемпионатра 14-17 çулти çамрăксем уйрăмах палăрнă. Вĕсем йышĕпе кăна мар, хăйсен ăсталăхĕпе те тĕлĕнтернĕ - опытлă спортсменсене кая хăварса малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Тĕслĕхрен, чăваш фристайлçи те чи çамрăкки пулнă, иккĕмĕш вырăн йышăннă хĕр те 16-ра кăна. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.