Комментари хушас

21 Пуш, 2015

Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнассине пĕлтерчĕ

Республикăри МИХсен ĕçченĕсемпе Михаил Игнатьев пĕлтĕр çурла уйăхĕнче тĕл пулнăччĕ. Калем ăстисен, республика Пуçлăхĕпе тĕрлĕ мероприятире час-часах хутшăнма тивсен те, ыйту нумай пухăнса кайнă. Икĕ сехет тăсăлнă пресс-конференцире Михаил Васильевич федераци, республика шайĕнчи, хула-район хаçат-журналĕнче вăй хуракан журналистсен ыйтăвĕсене яланхи пекех туллин хуравларĕ.

Федераципе - ĕçлĕ хутшăну

Калаçу республикăри лару-тăрăва уçăмлатнинчен пуçланчĕ. Калем ăстисенчен мĕн кĕтнине те систерчĕ Михаил Игнатьев - влаçа конструктивлă критиклемелле, халăх патне объективлă информаци çитермелле. Паллах, кун пек чухне цифрăсене асăнмасăр май çук. Юлашки вăхăтра, Раççее тĕрлĕ санкципе хупăрлама пăхнине пула, экономика енчен чăнах та йывăрлăхсем пур. Чăваш Ен вара федераци хыснинчен пулăшмасăр аталанаймĕ. Çĕршыв ертÿçисемпе хутшăну йĕркеллĕ, çавăнпах финанс пулăшăвĕ республикăна вăхăтра килсе тăрать, палăртнă программăсем пурнăçланаççĕ. Çĕнĕ Шупашкар акă, "Монохула" программăпа пулăшăва пĕрремĕш тивĕçнĕскер, укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курнă. Маларах кăна унта ĕçсĕрлĕх 9,5% танлашнă тăк, халĕ - 0,5%. Ку хулара çĕршыв ертÿçи те, премьер та пулса курнă. Михаил Игнатьев хăй те вĕсемпе тăтăш курнăçать. "Хутшăнусенче ĕçлĕ ыйтусене татса паратпăр, - пусăм турĕ Михаил Васильевич. - Республикăри лару-тăрăва Владимир Путин та, Дмитрий Медведев та пĕлсе тăраççĕ". Патшалăхăн резерв фондĕнчен Чăваш Ене юлашки вăхăтра кăна 18 миллион тенкĕ уйăрнă. Унпа усă курса вĕренÿ тата сывлăх сыхлав учрежденийĕсене тĕпрен юсĕç. Çапах та йăлтах укçа шайĕпе кăна виçмелле мар. Патриотизм ыйтăвне те хускатрĕç пресс-конференцире. Балти флочĕн Р-2 ракета катерне "Чăваш Ен" ят парас ыйтăва татса панă. Чăвашсем Раççей ытти регионĕ хушшинче çухалса каяссинчен те шикленме кирлĕ мар - çĕршыври 83 субъектран /2-шĕ хутшăнман конкурса/ тĕп позицисене тишкернĕ хыççăн иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх пирĕн республика 14-мĕш вырăн йышăннă.

Çак кунсенче Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе çулталăк çитнĕ май кун пирки те сăмах хускалчĕ. Михаил Игнатьев хăй нумай пулмасть кăна пулнăччĕ те унта, аса илÿре тепĕр хут каялла таврăнчĕ. Раççейпе пĕрлешнĕшĕн çынсем савăннине, мăнаçланнине каласа кăтартрĕ. Çак пулăм çинчен каярахпа историксем те çырĕç-ха. Крымра чăвашсем чылайăн пурăнаççĕ. Ентешсемпе тĕл пулнăшăн уйрăмах хĕпĕртенĕ вĕсем. Делегаци йышĕнче Чăваш Енрен пынă предпринимательсем килĕшÿсем тунă. Чи кирли - Крым халăхĕн ыранхи кун пирки ĕмĕчĕ-шанăçĕ çирĕпленнĕ.

Кризислă лару-тăру паян чи кахал çынна та хумхантарать пулĕ - камăн хырăм выçмасть? Михаил Васильевич паянхи куншăн кăтартуллă программа йышăннине пĕлтерчĕ - 77 пунктран тăраканскерте кашни ял-хула пĕлтерĕшне шута илнĕ, ăна пурнăçлама тивĕç органсене пайăррăн палăртнă. Чăн та, вăл хытса ларнă программа мар, плана, пурнăç улшăнса пынине кура, çĕнĕлĕхсем кĕртсех тăрĕç. Кризис тенĕрен вара, кашни медалĕнех икĕ енĕ те пур. Паян ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн - питĕ меллĕ вăхăт. Санкцисене пула чикĕ леш енчен кÿрсе килекен продукци сахалланчĕ - халăх вĕсене ытларах туяннипе хамăрăн предпринимательсене аталанмашкăн çăмăл марччĕ. Çак лару-тăрупа усă курма сĕнчĕ те Пуçлăх.

 

Яш пилĕк авкаланĕ, кĕмĕл çÿçлĕ ватă канашлĕ

Ял аталанавĕ тавра çине-çинех хускалчĕ сăмах. Калăпăр, ФАПсем хăйсене тÿрре кăларчĕç-и? Ертÿçĕ вĕсемпе кăмăллă-и? Михаил Игнатьев пурте пĕлекен чăнлăха аса илтерчĕ - çын сывлăхĕ 10-15 процент кăна медиксенчен килет, ытти йăлтах хамăр тăрăшнипе çыхăннă. Сывлăха упрамасассăн, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмасассăн медицина аталанăвне миллиард-миллиарчĕпе кăларса пенинчен усси пулмĕ. Паллах, чир тĕрлĕрен пулать. Шăпах халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн çĕнĕ, хальхи йышши оборудованипе, тивĕçтереççĕ те ФАПсене. Вĕсемпе усă курсах диспансеризацие ăнăçлă ирттерме май килнĕ. Сывлăх хуралĕн çакăн йышши уйрăмĕсене ял тăрăхĕнче уçнăшăн ваттисем те, çамрăксем те тав тунине пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Юлашки ФАП çурла уйăхĕнче алăкне яри уçĕ. Анчах та ку ыйту вĕçне пăнчă лартма иртереххине палăртрĕ Пуçлăх. "Татса паман ыйтусем пур, эпир вĕсене пытармастпăр", - терĕ вăл. Тытăма лавĕ-лавĕпе укçа хывнă, чаплă оборудованипе тивĕçтернĕ вăхăтрах ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан специалистсем çитмеççĕ. Вĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе ятарлă программăсем йышăнаççĕ. Калăпăр, "Земство тухтăрĕ" программа хута кайнăранпа 239 специалист ялта хăтлă йăва çавăрнă /нумайлăха иккенне питĕ шанас килет те.../ Çавăн пекех тавăрса памалла мар субсидипе - 70% - тивĕçтереççĕ. Анчах ку та çителĕксĕр-мĕн. Унтан та ытла - ку мерăсем ыйтăва татса пама питех пулăшманнине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ. Çамрăксем яла каясшăн мар... Хуларисене ăнланма пулĕ-ха, анчах та ялта çуралса ÿснисем те тăван тăрăха таврăнасшăн мар-çке. Хăтлă, капмар çуртра, хăйсен çĕрĕ çинче саркаланса пурăнас, юратнă ĕçре чун килениччен вăй хурас вырăнне хулара общежити пÿлĕмĕнче тăватă стена хушшинче хĕсĕнсе асапланаççĕ. "Воспитани памалла çамрăксене, тăван тăрăха, çĕре юратма вĕрентмелле. Унсăрăн эпир тăрăшнинчен усси пулмĕ", - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Культура ыйтăвне хускатнă май та ялах илсе таврăнчĕ журналист пухăннисене. Клубсене, культура учрежденийĕсене йĕркене кĕртсе пĕтереймерĕç иртнĕ çул. Вырăнти бюджетра вара нухрат çителĕксĕр. Культура вучахĕсене сÿнме парас марччĕ... ФАП ыйтăвĕ татăлнă хыççăн клубсене юсама кăна мар, вĕсене çĕнĕрен çĕкленĕ çуртсене куçарассине палăртрĕ Пуçлăх. Çурт кăна сахал, тивĕçлĕ оборудовани кирлĕ - çамрăксене ялта хăварас тĕлĕшпе ку ыйту питех те пĕлтерĕшлĕ. Плансем вара пысăк - клуб та мар, нумай функциллĕ çуртсем пулĕç вĕсем. Кружока çÿреме те, яш пилĕке авкалама та, ваттисен сăмах сÿтсе явма та, бизнес çыннисене тĕл пулса канашлама та май пултăр унта. Культура тытăмне ку таранччен те укçа-тенкĕ уйăрнă - муниципалитет пулăшу кама ытларах кирлине хăй татса панă. Малашне те чарăнмĕ ку ĕç - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе сÿтсе явнă хыççăн нухрата конкурс мелĕпе уйăрма палăртнă.

 

Çемьере лайăхрах

Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусен ярăмне хуравланă май республика Пуçлăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтересси пирки те чарăнса тăчĕ. Кăçал та 190 çын тĕлĕшпе ку ыйту татăлнă ĕнтĕ - çывăх вăхăтрах çăраççисене алла илĕç. Темиçе ĕçе суд пăхса тухать. Никама та тимлĕхсĕр, пулăшусăр хăвармĕç - çакă чи пахи. Черете тăнă ветерансене çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Нумай - 5 е ытларах - ачаллă 35-45 çемьене пурăнмалли кĕтеспе тÿлевсĕр тивĕçтерсе пынă çулсерен. Кăçал та 33 çемье ĕмĕчĕ пурнăçланĕ. Тăлăха е ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене ятран йăва çавăрма пулăшас ыйтăва та республика куçран вĕçертмĕ. "Кирек мĕнле пулсан та - çемьере лайăхрах", - çак шухăша палăртрĕ Михаил Игнатьев. Республика ертÿлĕхĕ чĕнсе калани çынсен чунĕсене вăратать - çакă чи пахи. Пĕр-пĕрне ăнланни çитĕнÿсем тума пулăшать те - республикăра ачасен 2 интернат çурчĕ хупăнни çакна çирĕплетмест-и-ха?

 

Кирек мĕнле вĕренĕн те вĕçĕ пур

Журналистсене уççăн калаçма чĕнсе калать те Михаил Игнатьев, чăнласах çапла тума хистесе хăй те саккуна пăснă тĕслĕхсенче хушаматсене пытарса тăмасть: Ющенко, Миронов, Алексин... Кусем - ертсе пыракан компанисен таса мар алăллă ертÿçисем. Чăн та, вĕсен усал шухăшĕсене пÿлме май тупнă. "Коммуналлă технологисем" тĕлĕшпе кăна хальлĕхе ыйтăва татса пама чăрмавлă - пĕр директорĕпе калаçса килĕшме патне çитсенех харпăрлăх хуçисем ăна урăххипе ылмаштараççĕ... Кирек мĕнле вĕренĕн те вĕçĕ пуррине шута илмеççĕ, ахăртнех, вĕсем.

Саккуна пăснă тенĕрен, Интернет хаçат ĕçченĕ тĕрĕслĕх шыраса яланхиллех пулеметран пенĕ пек шатăртаттарчĕ ыйтусене. Стабильлĕх пирки калаçатăр - тÿрĕ суйлава пăрахăçланă чух вырăнлă-и çапла калани? Судпа айăпланакан çын халĕ те Правительствăра пукан йышăнать - куна мĕнле хакламалла? Правительство çуртĕнчи сауна çĕршывĕпех шăв-шав çуратрĕ... Çав вăхăтрах сĕнÿ те янăрарĕ. Чăваш Ен ертÿçисем хăйсен шалăвне 10% таран чакарма йышăнчĕç. Анчах та чиновниксен аппарачĕн чи аялти картлашкисене йышăнакансен ĕç укçи пысăк мар вĕт - 10% чакарсан мĕн юлать унран?

Чĕпĕтекен ыйтусене те ыттисенчен уйăрмасăр çавăн пекех туллин хуравларĕ Михаил Игнатьев. Стабильлĕх, чи малтанах, республика экономикинче сисĕнет, çакна ахаль çынсем те асăрхаççĕ. Тÿрĕ суйлав-и? Хăш регионта пур вăл халĕ? Чăваш Енре улшăнусене ЧР ПК депутачĕсем сĕннĕ. Муниципалитетсене хăйсене суйлама ирĕк панă - хăш мелĕ аванрах? Вĕсен йышăнăвне саккунра палăртнă. "Пуçаруçи эпĕ мар", - терĕ Пуçлăх. Судпа айăпланакан пирки те хускалчĕ калаçу /сăмах Çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев пирки пырать/. Çапла, отставкăна каймашкăн ыйту çырса панă вăл, анчах та хальлĕхе суд йышăну кăларман-ха, унсăр вара, саккунпа килĕшÿллĕн, çын пирки айăплă теме ирĕк çук. /Çакăнта манăн вĕренÿ тытăмĕн ертÿçисене республика Пуçлăхĕнчен тĕслĕх илме сĕнес килет. Каçал тăрăхĕнче учительница ачана кÿрентерни пирки çĕршывĕпех шăв-шав тапрансан чиновниксем район шайĕнчи пуçлăх тата вĕрентекен тĕлĕшпе суд йышăнăвне кĕтсе илмесĕрех хăйсен вердиктне кăларчĕç: айăплă.../

Резонанслă мунча пирки те хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев: "Эпĕ Правительство çуртĕнче сауна тумашкăн никама та ыйтман. Манăн çуралнă кĕтесре Янăшра та пур. Сауна саккасçи кам пулни паллă, çак информацие халăх патне çитернĕ". Шалу пирки те пăшăрханмалли çук - 10% таран чакарасси министрсен çумĕсен шайĕнчен аялалла анмĕ.

Оппозици журналисчĕсем паман ыйтăва та хăех хускатрĕ Пуçлăх. Иртнĕ çул Правительство членĕсем валли Тойота Камри йышши 5 машина туяннă - çак тĕллевпе Чăваш Ен ертÿлĕхне панă 6 миллион тенкĕ премипе усă курнă. Сăмах май, халĕ çак авто хакĕ те 25% ÿснĕ. Çапла, машина туянмасан та юранă, тен: министрсем те çуран çÿреме пултараççĕ. Анчах та вĕсен хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлас тесен ĕç хыççăн та тытăнса тăма тивет. Çапла вара, çуран çÿресен, çемйисемпе хутшăнма вăхăчĕ те юлмĕ...

 

Никама та урамра хăвармĕç

Çемье ыйтăвĕ пирки калаçу малалла тăсăлчĕ. Чăваш арçынни çаплипех инçе çĕре çÿреме пăрахмасть. Анчах та кризиса пула халĕ унтан та пысăк укçапа таврăнма йывăрланса пырать. Вĕсем те кунтах ĕçе вырнаçас тесен капла та кăткăс лару-тăру татах та йывăрланмĕ-и республикăра? Пушшех те - агрегат завочĕ панкрута тухас хăрушлăх пур... Мĕн кĕтет рабочисене? Ĕçлес текен нихăçан та выçă ларманнине палăртрĕ Михаил Васильевич. Чăваша яланах çĕр тăрантарнă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме, уйрăм хуçалăха аталантарма мĕн чăрмантарать? Пушшех те паян - ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ ÿснĕ чух. Кризис хăйĕн витĕмне кÿрет паллах - 9-30 пин çын ĕçсĕр тăрса юлма пултарать. Çапла пуласса пĕлсех тăнă - вĕсене ĕçе вырнаçтарма е çĕнĕ специальноçа алла илме пулăшмашкăн Раççей Ĕç министерствипе пĕрле пулăшĕç - хыснаран 572 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Агрегат завочĕ пирки те çавнах каламалла. Лару-тăру унта, чăн та, çăмăл мар. Оборудовани кивелсе çитнĕ, унăн пĕр пайне кăна модернизациленĕ... Ку ыйтăва Раççей шайĕнчех куçран вĕçертмеççĕ - апла рабочисене урамра хăвармĕç.

...Куçа-куçăн тĕл пулса икĕ сехет калаçнă хушăра Михаил Игнатьев журналистсен 22 ыйтăвне хуравласа ĕлкĕрчĕ. Политика, экономика, ял хуçалăх, ЖКХ, спорт, чăвашлăха упраса хăварасси - халăха чи хумхантаракан ыйтусене хускатма тăрăшрĕç калем ăстисем. Кăçал çĕршыв историйĕ паллă пулăмсемпе пуянланĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Раççей - Литература, Чăваш Ен Константин Иванов çулталăкне йĕркелет. Унсăр пуçне кăçал республика ертÿçине суйлăпăр - журналистсене çакă питех те кăсăклантарчĕ курăнать. Вĕсене кăна та мар иккен. Михаил Игнатьев хăйне çак ыйтăва юлашки вăхăтра час-часах панине пытармарĕ. "Халăх шанăçне туятăп эпĕ. Çынсем мана çитес суйлавра хамăн кандидатурăна тăратма сĕнеççĕ. Эпĕ суйлава кандидат пулса хутшăнма хатĕрленетĕп, - терĕ Михаил Васильевич. - Чи кирли - суйлав конкурентлă условисенче, ултавсăр иртмелле".

Маргарита ИЛЬИНА.

ЧР ПА сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.