Республика Муркашсене шанать
«Муркаш тăрăхĕн хăвачĕ пысăк. Район çыннисен характерĕ çапларах - яланах пĕрремĕш пулма ăнтăлаççĕ. Районăн малта пулмашкăн хăйĕн шалти ресурссем пур тесе шухăшлатăп», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мартăн 16-мĕшĕнче Муркаш районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, вырăнти предприятисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура. Унта 2015 çулта Муркаш районĕн экономика аталанăвне тата социаллă тăнăçлăхне тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх - республика пĕлтĕр капиталлă тĕллевсем валли уйăрнă укçа виçине 22% пысăклатнă. Муркаш районне 90 млн тенкĕ панă - 2013 çулхинчен 1,8 хут нумайрах. Пĕтĕмпе вара района республика бюджетĕнчен 425 млн тенкĕ парса пулăшнă. Федераци бюджечĕн укçипе пĕрле шутласан - 1,2 млрд тенке яхăн. Кашни çын пуçне 55 пин тенкĕ пулать ку. Министр районăн хăйĕн бюджечĕн тупăш пайне пуянлатмалли майсем пуррине палăртрĕ, ку енĕпе ĕçлеме, тăкаксене виçеллĕ тума чĕнсе каларĕ. Малалла вулас...