Комментари хушас

18 Пуш, 2015

СИСМЕСĔРЕХ ÇАМРĂКЛАНАТПĂР

Китай медицини çирĕплетнипе килĕшÿллĕн пирĕн кĕлеткери энерги тĕрлĕ вырăнти пăнчăсенче пĕрлешекен меридиансем тăрăх куçать. Çавна май пит, мăй, хулпуççисем çинчи биологи тĕлĕшĕнчен хастар пăнчăсене витерсе хамăрăн энергие ирĕклĕ куçмашăн пулăшма, организма çамрăклатма пултаратпăр. Çак ĕçе мĕнле тумалла-ха?

1. Пуçа 4 хут сылтăмалла, 4 хут сулахаялла çавăрмалла. Унтан хулпуççисене çĕклемелле, хыçалалла ямалла, аялалла антармалла. Халĕ хулпуççисене аялалла антармалла, малалла ямалла, çÿлелле çĕклемелле. 2-3 хут тумалла.

2. Чĕркуçленмелле, çамкапа урайне перĕнмелле. Пуçа пÿрнесен вĕçĕсемпе çемçен ярса тытмалла. Пысăк пÿрнесемпе ĕнсене пуç купташкин чикки тĕлĕнче массаж тумалла /1-мĕш ÿкерчĕк/.

Пÿрнесемпе çурăм шăммин мăй сыпписен тулаш хĕррисене пуç купташкин чикки тĕлнелле сăтăрмалла. Çак лаптăк энерги пухать.

Асăннă лаптăка массаж туни пуç ыратнинчен хăтăлма пулăшать. Тата ăна 2-3 минут лутăркаса куç çивĕчлĕхне лайăхлатма пулать.

3. Пуçа икĕ енчен пÿрнесемпе ярса тытмалла. Пуç ÿтне талккăшпех шампунь сăтăрса кĕртнĕ евĕр массаж тумалла.

Çавра хусканусемпе тăнлавсене, пуçăн çÿлти пайне, уйрăмах лĕпке тĕлне, сăтăрмалла.

4. Китай медицининче лĕпке тĕлĕнчи пăнча /2-мĕш ÿкерчĕк/ энерги куçаракан çĕр-çĕр канал пĕрлешĕвĕ теççĕ. Çак пăнча вăта пÿрнесемпе 1-3 минут массаж тумалла.

Лĕпкене массаж туни пуç çаврăннине, ыратнине ирттерет, юн пусăмне чакарать, нерв тытăмне ырă витĕм кÿрет.

Е пуç ÿтне пÿрнесен вĕçĕсемпе "тураса тухма" та юрать. Ку пăлханнине, пуç ыратнине ирттерме пулăшать.

5. Пите массаж туни: вăта пÿрнесемпе çавра хусканусем туса çамка варринчен тăнлавсем патнелле çемçен шăлса каймалла. Стресран тата пуç ыратнинчен лайăх.

6. Пуç пÿрнесемпе е шĕвĕр пÿрнесемпе куç харшисен айĕнчи сăмса кăкĕ çывăхнерех вырнаçнă пăнчăсене /3-мĕш ÿкерчĕк/ 30-40 çеккунт пусармалла.

Çак пăнчăсене витерсе сăмса хăвăлĕсен чирĕсенчен хăтăлма пулать.

7. Сăмса çунаттисен айккинче, сăмса шăтăкĕсен çывăхĕнче, вырнаçнă пăнчăсене /4-мĕш ÿкерчĕк/ черетпе массаж тумалла.

Массаж организмран наркăмăшсене кăларма, куç айĕ тăртаннинчен хăтăлма витĕм кÿрет.

8. Сулахай тата сылтăм пит çăмартисен варринчи пăнчăсене /5-мĕш ÿкерчĕк/ тупмалла та вĕсене пĕр вăхăтрах шĕвĕр пÿрнесемпе пусса 30-40 çеккунт тытса тăмалла.

Ку наркăмăшсене кăларса ÿте кислородпа пуянлатма пулăшать.

9. Пÿрнесен вĕçĕсене айккинелле сарса çамка варрине сăтăрмалла. 3 хут тумалла. Унтан ывăç тупанĕсемпе куçсене пусармалла та пÿрнесен вĕçĕсемпе пит тăрăх шăлса анмалла. 3 хут тумалла.

Пите, пĕтĕм кĕлеткене çемçетет.

10. Хăлха чĕччисене шĕвĕр тата пуç пÿрнесемпе хĕстерсе 4 хут айккинелле туртмалла. Унтан - 4 хут аялалла.

Шута илме! Массажа тытăнас умĕн пите тасатмалла, нÿретекен крем сĕрмелле. Хусканусем çăмăл та кăмăллă пулмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.