Ӳсĕр - шикленмест, наркоман - хăрамасть...
Хĕл кунĕсем - автомобилистсемшĕн ансат мар вăхăт. Вĕсем хыçа юлнине ЧР ШĔМĕн Çулçӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов та уйрăммăн пĕтĕмлетес терĕ пулас - январь-февраль уйăхĕсенчи лару-тăрупа паллаштарма журналистсене пухрĕ.
Çулсем çинчи йĕркелĕхшĕн яваплă çынсене паян ăмсанаймăн. Транспорт юхăмĕ хушăнсах пырать вĕт: çулталăк пуçланнă кăна-ха - республикăра кăçал транспорт хатĕрĕсен шучĕ 12,5% ӳсме те ĕлкĕрнĕ, 337,7 пинрен те иртнĕ. Çуркунне çулсен пахалăхĕ япăх, çийĕнчен хĕлле руль умне ларманнисем те машинисемпе мотоциклĕсене гаражран кăлараççĕ - пушшех çăмăл мар.
Икĕ уйăх кăтартăвĕсене илсессĕн - çулсем çинче 217 авари пулнă /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,3% сахалрах/, 26 çын вилнĕ /иртнĕ çулхи шайрах/, 323 çын суранланнă /12,5% ӳснĕ/. Чăннипех хăрушă тĕслĕхсем пулчĕç. Вĕсем çинчен каланă май Владимир Геннадьевич Йĕпреç районĕнче харăсах 6 çын вилнĕ тĕслĕх çинчен пайăррăн чарăнса тăчĕ. Çамрăк полицейски тытса пынă ВАЗран нимĕн те юлман темелле. Ним айăпсăр çынсен шутламан-туман çĕртен пурнăçĕ татăлнă. Çав шутра - çулталăк та 4 уйăхри ачан та. Ăна ятарлă ларкăчпа лартса пыман çав. Унпа усă курмашкăн 6 çын ларнă машинăра вырăн та пулман - пĕчĕкскере хыçалти ларкăч çинче варринче вырнаçнă хĕрарăм алă çинче тытса пынă. Кăтартăвĕ - чăннипех хăрушă... Малалла вулас...