Комментари хушас

17 Пуш, 2015

Миçе спектакль - çавăн чухлĕ шăпа

Чăвашра пултаруллă çынсем йышлă. Вĕсенчен пĕри - Чăваш халăх артисчĕ Леонид Родионов режиссер. Шупашкарти театр техникумне пĕтернĕ, ăсталăхне

А.В.Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институтĕнче режиссер факультетĕнче туптанă. Аллă çула яхăн /1940-1987/ унăн пурнăçĕ чăваш театрĕнче иртнĕ. Леонид Никонорович 70 ытла спектакль лартнă, çавăн чухлĕ шăпапа паллаштарнă куракана. Вăл спектакльсем халĕ те куракансен асĕнче. Çав вăхăтрах вунă пьеса çырнă. Пĕрремĕш пьеси - "Колхоз хĕрĕсем" /ăна Алексей Афанасьевпа пĕрле çырнă/. Ун хыççăн хăйтĕллĕн шăрçаланисем: "Кăвак кÿлĕ", "Юратнă хĕр", "Мĕншĕн куртăм-ши сана?", ыттисем те.

Леонид Никонорович çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак ятпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче асаилÿ каçĕ иртрĕ. Унта хăй вăхăтĕнче Леонид Никоноровичпа пĕрле ĕçленĕ артистсем, ăна çывăх пĕлнĕ çынсем, ЧР культура министрĕн заместителĕ Альбина Алексеева, çыравçăсем, режиссерăн ывăлĕ Валерий Родионов хутшăнчĕç. Каçа уçнă май театрăн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев çакна палăртрĕ:

- Пĕр çынна 70 ытла спектакль лартма мĕн чухлĕ вăй, талант кирлĕ. Классиксене - У.Шекспирăн "Отеллине", Н.Гоголĕн "Ревизорне", А.Островскин "Вăрманне", "Айăпсăр айăплисене", Л.Толстойăн "Тĕттĕмлĕх тытăмне", М.Горькин "Мещенĕсене", "Старикне", М.Шолоховăн "Уçнă çеремне", М.Каримăн "Уйăх тулнă каçне", "Айгуль çĕршывне", Ч.Айтматăвăн "Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополĕм" произведенине, чăваш çыравçисен паллă ĕçĕсене - К.Ивановăн "Нарспине", Ç.Элкерĕн "Хĕн-хур айĕнче" хайлавне, А.Эсхелĕн "Виçĕ туйне", Н.Терентьевăн "Юратнăранне", "Хумсем çырана çапаççĕне" тата ыттине чăваш театрĕн сцени çине кăларнă. "Хумсем çырана çапаççĕ" спектакльшĕн Л.Н.Родионов К.С.Станиславский ячĕллĕ Раççей патшалăх премине те тивĕçнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.