Комментари хушас

17 Пуш, 2015

«Апполон» çамрăксене çара хатĕрлет

Апполон - Авалхи Греци Турри, кĕрешÿçĕсене хÿтте илекен. Ăна хĕвелпе танлаштараççĕ. Хĕвел шевлисем пĕтĕм тавралăха сапаланнă евĕр унăн çĕмренĕсем те аякка-аякка вĕçсе çитеççĕ. Хĕвел пурне те курнă евĕр вăл та пĕтĕмпех пĕлет. Хĕвел хăйĕн ăшшипе чир-чĕртен сипленĕ евĕр вăл та аманнă чуна сыватать. Апполон усал-тĕсĕле çĕнтерет, вăл - çутăпа пурнăç Турри* çĕр çине ырăлăхпа хитрелĕх ярать. Çак сăмахсене ахальтен аса илмерĕм. Вĕсем 1995 çулта Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнче уçăлнă "Апполон" спорт клубĕн тĕп каларăшĕсем пулса тăнă.

- Клуб ятне шыраса конкурс ирттернĕ чухне ачасем пĕр кĕнеке тыттарчĕç, унта Апполон çинчен çырса кăтартнă. Вăл - паттăр та хăюллă, вăйлă та хастар, çĕнтерÿçĕ. Эпир те, спорт клубне çÿрекенсем, Апполон пек пулма тĕллевлентĕмĕр, - калаçăва пуçларĕ спорт клубĕн ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай СЕРГУНЯЕВ.

- Тĕллев çамрăксене спортпа туслаштарасси пулнă ĕнтĕ?

- Çапла. Яшсене çара кайма, хĕç-пăшаллă вăйсен тытăмĕнче ĕçлеме хатĕрлеме шухăшларăмăр. Кăçал 20 çул çитет çак шухăш-тĕллевпе ĕçлеме пуçлани. Çамрăксем тренажер залĕнче ÿт-пĕве çирĕплетеççĕ, ăмăртусене хатĕрленеççĕ. Самбо, панкратион, тай боксĕ, кикбоксинг, бокс, саньда енĕпе ăсталăха туптаççĕ. Пирĕн патăртан "вăй илсе тухнă" пăхаттирсенчен чылайăшĕ çар училищинче вĕреннĕ, халĕ вĕсем ШĔМ, МЧС, ОМОН органĕсенче вăй хураççĕ. Чăнах та, хăйсен пурнăçне çар службипе çыхăнтаракан нумай. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.