Тăван пекех хаклă хаçат
Шупашкар районĕнчи Апаш ял тăрăхĕнчи Марина Голованова почтальона ватти-вĕтти таранах лайăх паллать. «Хăй те, хĕрĕсем те пăрчăкан пекех, урамра çил-тăман алхасать-и, чашлаттарса çумăр çăвать-и е шăрăх-и, калама çук правурскерсем хаçата кирек хăçан та вăхăтра валеçеççĕ. Почта ещĕкне шанмасăр тепĕр чухне картишне кĕрсе алăкран хĕстерсе е крыльца çине хурса хăвараççĕ», - тет ял-йыш.
Марина Валерьевна почтальонра 16 çул тăрăшать. Хаçат валеçнисĕр пуçне ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне тивĕçтерет. Унсăр пуçне Апаш вăтам шкулĕн библиотекинче те ĕçлет. Килтен ирех тухса кайса каç енне çеç таврăнаканскер кил-тĕрĕшри ĕçсене те тума ĕлкĕрет. Аслă хĕрĕ Женя И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ химипе фармацевтика факультетĕнче вĕренет, иккĕмĕшĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче ют чĕлхе факультетĕнче пĕлÿ пухать. 8-мĕш класра вĕренекен Настя та аппăшĕсем пекех питĕ тăрăшуллă.
- «Чăваш хĕрарăмĕ» тăван пекех хаклă маншăн. Чылайранпа пĕр сиктерми çырăнса илнĕрен хаçата кун çути кăтартакансене пурне те пĕлсе тăратăп, статйисене юратса вулатăп. Шăматкун маншăн - чăн-чăн уяв. Почтальона çак кун чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Тунсăхласан киввисене те уçса вулатăп, эпĕ вĕсене пăрахма хăяймастăп, - чунне уçать Апашри ача садĕнче воспитательте тăрăшакан Лидия Матросова.
Иртнĕ çул Марина Валерьевна ку тăрăхри 22 çынна пирĕн кăларăмпа туслаштарнă. Кăçал та çырăнтару ăнăçлă пуласса шанать.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.