"Власов следователь" шăнкăравлать..."
Пĕлтĕртенпе "Власов следователь" Шупашкарти нумай çемьене шăнкăравлама ĕлкĕрнĕ. Пулăшас тĕллевлине пĕлтернĕ вăл. Чăннипе вара хăй пуйма тăрăшнă. Мĕнле-и? Çынсене тăванне уголовлă яваплăхран хăтарма укçа кирлине систернĕ. Именмесĕрех çĕр пин тенкĕрен пуçласа ытларах ыйтнă. Хăшĕ-пĕри ку ултав иккенне тавçăрайман... Тĕрĕссипе майĕ те пулман-тăр, ытла та çирĕппĕн калаçнă ултавçă.
Хваттерти телефона тытсан кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек "кукашшĕ-кукамăшне", "тăванне" хăй инкеке лекнине пĕлтернĕ çамрăк çын. Лини леш вĕçĕнчи çын: "Валера, эсĕ-и ку?" - тесе ыйтсан: "Эпĕ, - хуравланă ултавçă. - Лавккана кайнă чухне çаратас шухăшлă каччăпа тытăçрăмăр, хытăрах чышрăм та вăл ÿксе пуçне хытах амантрĕ. Эпĕ халĕ полицире. Следовательпе калаçрăм - çынни лайăх пек. Телефона ăна паратăп", - çакнашкал калаçу пулса иртнĕ. Кун хыççăн "Сергей Иванович Власов" калаçма пуçланă. Хăйĕнпе шăпах çапла паллаштарнă та Новосибирск облаçĕнче çуралнă 29 çулти йĕкĕт. Сассине улăштарса икĕ çыншăн та хăех сăмах вакланă вăл.
Шăнкăрав ултав иккенне тавçăракан та пулнă. Çав вăхăтрах шар курнисем те сахал мар. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче уголовлă шырав ĕçченĕсем хăйсем чăннипех пултаруллă иккенне тепĕр хутчен çирĕплетнĕ, хайхи "Власова" шыраса тупнă. Черетлĕ командировка ăнăçлă пулнă темелле. Ултавçа тупас тĕллевпе аякри тăрăха темиçе хутчен те çитсе килнĕ. Пĕтĕмĕшле виçĕ уйăх таран пурăннă. Ăна мĕнле шыраса тупнине ЧР Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав упраленийĕн пай пуçлăхĕ Евгений Андреев каласа кăтартрĕ.
Чунсăр ултавçă
- Суйнине ăнкарманнисене тăванĕ пăтăрмаха е аварие лекнине пĕлтернĕ вăл. Суранланни-аманнине сиплеме укçа кирлине каланă. Çаксене пĕтĕмпех пытармасăр каласа кăтартрĕ. Преступник мĕнле сивĕ те хаяр чунлă пулни тĕлĕнтерчĕ. Пĕр шелсĕр, çирĕппĕн калаçнă вăл. Мĕн калассине тахçанах пăхмасăр пĕлнине систерчĕ. Лару-тăрăва калаçу еплерех аталаннине кура хакласа тепĕр чухне текста улшăнусем кĕртнине те пытармарĕ. "Калаçăва мĕнле йĕркелемеллине те пĕлетĕп. Кукаçи-кукамай малтанласах хăйсене мĕнле тытнине сăнатăп", - терĕ айăпланакан следстви ирттернĕ май, - ултавçă чунсăрлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнме пăрахман-ха Евгений Анатольевич.
Кăткăслăха лекнĕ тăванне 8 çул таранччен тĕрмене хупма пултарнине, ăна чăннипех пулăшма май пуррине пĕлтернĕ ултавçă. Суранланнин çемйи калаçса татăлма хирĕç мар имĕш. Трубкăна тытнă çын турткаланма, иккĕленме, тăванĕсемпе канашламаллине калама пуçласан: "Эпĕ сире пулăшасшăн. Тĕрĕссипе, сирĕнпе çыхăннăшăн мана ĕçрен те кăларма пултараççĕ. Эсир вара иккĕленетĕр", - çирĕп пулнă "следователь". Шухăшлама вăхăт паман вăл. Телефонран айккине те пăрăнтарман. Турткаланнине те ырламан, 10-15 минут таранах калаçтарнă вăл çынсене. Хăй çак вăхăтра укçана кам илсе каясса шыранă.
Паллах, кун пек укçа алă айĕнче никамăн та çук. Пурри-çукки те перекет кĕнеки, карточка çинче.
- Темех мар ку, хальлĕхе мĕн пуррине ярса парăр та ыттине кайран аманнин тăванĕсемпе калаçса татăлатăр, - тенĕ "ырă кăмăллăскер". Камăн 30, камăн 50 пин тенкĕ тупăннă. Çак укçашăн расписка пама шантарнă вăл.
Мула вара Интернет урлă тупнă таксистсем, ятарлă водительсем пыра-пыра илнĕ /вĕсен ячĕсем те паллă/. Ĕç шыранине тĕнче тетелĕнче пĕлтернĕ çамрăксем вĕсем. Пулăшуçăсене, паллах, процент тивĕçнĕ. Укçана банкомат урлă хăйсем куçаракансем те пулнă. Анчах нухрат кирлĕ вырăна çитсен çыхăну татăлнă.
Çур сехетре çухалнă 50 пин
Мĕншĕн - Шупашкар-ха? Ара, хуласене пÿрнепе карта çинче тĕллесе тенĕ пек суйланă вăл. Интернетра килти телефон номерне шыраса тупнă та тĕп хуламăрти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи 45-пе пуçланакан номерсемпе шăнкăравланă, кайри цифрăсене çеç улăштарса пынă. Кунне 300-400 номерпе çыхăннă вăл! Çапла майпа... Мускав район судне те лекнĕ! Паллах, вахтера улталама май килмен.
Сасă пачах палламан пек, урăхла туйăннине те сиснĕ-ха хăш-пĕр ватă. Çавăнпах иккĕленнĕ те. Анчах "телефон инçе выртать", "сăмса хуçăк - çавăнпа сасă урăхла тухать" тенине илтсен ĕненмех тивнĕ. Ултавçă серепине çакланнă пĕр кинемей акă çур сехетлĕхе кăна пĕччен юлнă. Ытти чухне яланах хĕрĕ унпа юнашар пулнă. Вăл лавккана тухнă вăхăтра амăшĕ телефонпа калаçма та, укçана тыттарса яма та ĕлкĕрнĕ. Çапла 50 пин тенкĕ самантрах "ураланнă".
Асăрханулăх пирки те манман "Власов". Çавăнпах симкисене, телефонне улăштарсах тăнă. Вунă çул кирпĕч шутланăскер ăна-кăна тавçăракан пулса çитнĕ-тĕр. Ара, çамрăк пулин те темиçе хутчен те айăпланма ĕлкĕрнĕ вăл. Ирĕке те пĕлтĕр çеç тухнă-ха. Пурлăх çаратнăшăн ирĕклĕхсĕр юлнăскер тĕрмере наркотиксемпе çыхланнă та срок татах хушăннă. Наркăмăшпа айкашнăран укçа кирлĕ пулнă та ăна. Оперативниксен шухăшĕпе, вăл ку меслете тĕрмерех алла илме тытăннă.
Тĕрлĕ региона шăнкăравланă вăл. Ултава çакланакансем сахалланнине, ĕненекенсен йышĕ чакнине кура профилактика ĕçне туса ирттернине, ятарлă тĕрĕслев иртме пултарнине ăнланнă та урăх тăрăхри телефонсене "тустарма" пикеннĕ.
«Хăнасене» пачах кĕтменччĕ вăл, хăйне çапла хăвăрт тупасса шухăшламан та. Çапах Бердскри пĕр хваттере ирхине пырса кĕрсе тытса чартăмăр ăна, - кăмăллăн палăртрĕ çулçÿревре пулнă Андрей Яблоков оперуполномоченнăй.
Паллах, ку ĕçре чи йывăрри кам тата ăçтан шăнкăравланине пĕлесси. Вăл вара хăть хăш самантпа та усă курнă. Пулă тытать-и, урампа пырать-и, килĕнче ларать-и - аллинчен телефон яман ултавçă. Пĕчĕк ачипе ларнă чухне те, руль умĕнче те калаçма меллĕ пулнă уншăн. Автомастерскойĕнче ĕçлекенскер тепĕр чухне гаражра та телефон тытнă.
Мăшăрĕ упăшки мĕн хăтланнине чухланă-ха, анчах çак пурлăха пачах курман вăл. "Власов" ку укçана наркотик туянсах пĕтернĕ. Çакна хăй те пытарман.
Çĕнтерÿ ячĕпе - парне
Телефонпа шăнкăравласа тĕрлĕ сăлтавпа укçа сăптăрни ултавăн пĕр тĕсĕ çеç-ха. Мулпа çыхăннă преступленисене хăйсене почтальон, сутуçă, социаллă ĕçчен тесе палăртакансем те чылай пурнăçлаççĕ. Акă нумаях пулмасть уголовлă шырав ĕçченĕсем шăпах çакнашкаллисен йышне кĕрекен икĕ хĕрарăма тытса чарнă. Мускав тата Владимир облаçĕнче çуралнăскерсем Канашра тата Шупашкарта виçĕ çынна улталани паллă. Кунашкал преступленисене ытти регионта та тума пултарнине шута илсе ĕçе малаллах тишкереççĕ.
Февралĕн 19-мĕшĕнче Канашра кăнтăрла çитеспе лавккана каякан мучие икĕ хĕр тĕл пулса чарнă. Хăйсемпе социаллă ĕçченсем пек паллаштарнă пикесем. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май ветерана компьютер парнелессе пĕлтернĕ. Шăпах Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ çывхарнă тата. Пысăк парне тивĕçнишĕн савăннăскер ырă кăмăллă хĕрсене килне ним шухăшсăр илсе кĕнĕ. Ара, ултавлă укçа нумай сарăлнине, тепĕр чухне почтальонсем те пенси вырăнне суя хут тыттарса хăварнине пĕлтернĕ вĕсем. Килĕнче пуррисене чăн укçах-и тесе тĕрĕслеме, суйисене епле уйăрмаллине каласа кăтартма шантарнă. Пуррине сĕтел çине кăларса хурсан, паллах, пĕрин тула тухасси килнĕ, теприн шыв ĕçес кăмăлĕ пулнă. Тараватлă кил хуçи айккине пăрăнсанах хĕрсем тухса шăвăннă. Вĕсемпе пĕрлех 30 пин тенкĕ те çухалнă.
Виçĕ сехетренех Шупашкарта çак хĕрсенченех тата икĕ кинемей шар курнă. 20 пин тенкĕсĕр юлнă вĕсем. Юрать-ха пĕри хăйне улталанине тÿрех ăнланнă та хыççăн тухнă, подъездра çамрăк кÿршине курнă. Тин çеç тухса кайнă икĕ хĕр укçа вăрланине пĕлтерсен каччă пикесем хыççăн чупнă, вĕсем хăш еннелле пăрăннине курнăскер хыççăн кайнă та майрасем "Хендай Солярис" машинăна ларнине курcа юлнă. Шел, вĕсене çийĕнчех тытса чарма май килмен. Полицие шăнкăравланă тĕле хĕрсем республикăран тухса кайма ĕлкĕрнĕ. Мускавра регистрациленнĕ машинăпа кам ярăннине те тÿрех палăртайман. Владимир облаçĕнче пурăнакан çамрăк çын ячĕпе пулнă машина. Анчах унпа хуçи мар, тара илнĕ çынсем çÿренĕ иккен. Çав вăхăтрах проката ăçта пани те палăрман.
Çавах оперативниксем Чăваш Енре пулнă "гастролерсене" тупма, тытма пултарнă.
Тĕрлĕ регионти уголовлă шыравçăсем пĕр-пĕринпе çыхăну йĕркелени çапла тума май панă та.