Каçармарĕç...
Юратнипе асапланатăп. Çак ыратăва лăплантарма нимĕн те пулăшмасть. Хама ниепле те алла илейместĕп. Çавăнпах «юрату - усал» текен шухăш патнех пырса тухрăм. Арçынсем, ютти патне чупсан та - ан юратăр! Хăвăра çеç асап кÿрĕр.
...Çамрăк чухне хĕрсем хыççăн чупман мар. Такам патне те çитнĕ. Вăрттăн çимĕçе те çамрăклах тутаннă эпĕ. Хамран чылай аслă тантăшăм пĕр хĕрарăм патне мунчана илсе кайнăччĕ. Çавăнтанпа кашни хĕре тенĕ пек çавăрма пуçларăм та. Тĕлĕнмелле те, чупсан-чупсан парăнатчĕçех вĕсем. Катя çеç хăйне сăпайлă тытрĕ. Чуптунинчен ытла çывăха ямарĕ. Тахăш самантра юратрăм ăна. Часах вăл та мана савнине систерме пуçларĕ. Çапла аслă класа вĕренме куçсан та Кĕтерукпа çÿрерĕмĕр эпир. Кăна пĕтĕм ял пĕлчĕ. Çав вăхăтрах хĕре систермесĕр юттисем патне те чупаттăм. Пĕр каçлăх.
Вăхăт хăвăрт шурĕ. Сарă чиперккене ытларах та ытларах саврăм. Часах салтака кайма та ят тухрĕ. Ăсатрĕ мана Катя, анчах кĕтсе илеймерĕ. Çук-ха, кĕтсе илчĕ. Анчах хĕсметрен таврăнсан вăл «пăсăлма» ĕлкĕрнине пĕлтĕм. Кăна хăй мар, çывăх тусăм калани пушшех вĕчĕрхентерчĕ. Çыру та çÿретрĕ-çке савниçĕм. Ăшă сăмахсем шăрçаларĕ. Тунсăхне сирес тесе-ши, çывăх тусăм айне выртнă хăй. Çакна каçараймарăм. Унпа пач хутшăнма пăрахмарăм теместĕп. Каçсерен хушăран çÿрерĕм-ха ун патне. Çемье çавăрасси пирки вара текех ĕмĕтленмерĕм.
Пĕрремĕш юрату хăвачĕ иксĕлми теççĕ. Çук вара, вăйлă çил вĕрсен сĕвĕрĕлет вăл та. Кунсем иртнĕ май эпĕ те Кĕтерука чи хаклă çын пек йышăнма пăрахрăм.
Салтак аттине хывсан вĕренме кĕтĕм. Малтанхиллех хĕр чĕрисене çунтартăм. Хама çав тери чипер тесе те шухăшламастăп, анчах пикесен кăмăлне каяттăм. Пĕр-икĕ ăшă сăмах илтсенех ирĕлме хатĕрччĕ вĕсем. Çапла Танюкăн чĕрине те вырнаçрăм.
Тĕрĕссипе, унпа хамăр ялти клубрах паллашнă-ха. Тăванĕсем патне хăнана килсе çÿретчĕ вăл. Çулла уйрăмах вăрах пурăнатчĕ. Хула урамĕнче ăнсăртран тĕл пулсан та сăмах чĕнмесĕр иртмен. Çав тери килĕшетчĕ тесе те калаймастăп-ха ун пирки. Ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ вăл. Паллă ĕнтĕ, хула хĕрĕ ялтан килнисенчен капăртарах çÿретчĕ. Çинçе пилĕклĕскерне хăть те мĕн тăхăнсан та килĕшетчĕ тата. Каччăн куçĕ курмасть-им? Çапла чиперлĕхе саврăм та.
Пĕррехинче яла кайма тухсан вокзалта куртăм ăна. Ман чĕреме çакăн чухне çапса аркатрĕ те. Шурă шăлавар тăхăннăскер хăйĕн капкăнне çаклатрĕ. Ун чухне кун пеккине хĕрсем питех тăхăнмастчĕç-ха. Модăна кĕрсе çеç пыратчĕ вăл. Ытла та илĕртÿллĕччĕ хĕр ку тумпа. Çапла шăлавара юратса пăрахрăм. Унпа пĕрлех - Таньăна та.
Çакăн хыççăн ун патне çÿреме тытăнтăм. Уçăлса çÿрерĕмĕр, хушăран чей ĕçме хăнана та чĕнчĕ вăл. Часах мана савнине систерме пуçларĕ. Эпĕ те ăна арăм тума упрарăм, çавăнпах пÿрнепе те тĕкĕнмерĕм.
Пĕрре çапла яла кайма пĕрле пуçтарăнтăмăр. Вокзалта тусăма куртăм. Юнашар тăракан хĕрпе паллаштарма ыйтсан ним шухăшсĕр шÿтлесе: «Пулас арăм», - терĕм эпĕ. Туй пирки кăсăклансан та: «Часах», - кулса ирттертĕм. Паллах, ун чухне пĕрлешесси пирки пачах та шухăшламанччĕ. Çемье çавăрасси пирки те Таньăпа сăмах хускатман. Çамрăк-çке-ха. Çавăнпах ку шÿте те çийĕнчех манса кайрăм.
Савниçĕм вара çакна чăнласах йышăннă курăнать. Эпĕ шÿтленине пачах та тавçăрман вăл. Çакна ун патне черетлĕ хутчен хăнана кайсан ăнлантăм. Чей ĕçме чĕнсен яланхиллех турткаланмасăр килĕшрĕм. Ашшĕпе амăшĕ килĕнче пулни те сисчĕвлентермерĕ. Ара, тепĕр тесен, вĕсем пур чухне пĕрремĕш хутчен кĕместĕп-çке. Çапла диван çинче аслисемпе калаçса ларнă хушăра Танюк капашсăр пысăк хыпар пĕлтерчĕ: «Эпир Ваççапа пĕрлешесшĕн», - терĕ. Юрать лараттăм. Унсăрăн çавăнтах тÿнсе каймалла. Печчук пиччепе Наçтук аппа куçран тинкерни чĕмсĕрлетрĕ. Ним калама пултараймарăм. Иксĕмĕр çеç юлсан кăна ку мĕне пĕлтернине пĕлме хăтлантăм. «Яла кайнă чухне вокзалта хăвах çапла каларăн-иç», - пулчĕ хурав.
Çапла икĕ çемье туя хатĕрленме пуçларĕ. Часах ăна кĕрлеттерсе те ирттертĕмĕр. Пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Хунямапа хуняçа пулăшнипе хваттер туянтăмăр. Часах Павăл çуралчĕ. Хама çав тери телейлĕ туйрăм. Паллах, ыттисем пекех эпир те хушăран тавлашаттăмăр-хирĕçеттĕмĕр. Çемьере тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ вĕт. Анчах пурăна-киле вăрçăнасси тăтăшланчĕ. Куншăн эпĕ те айăплă-ха. Пĕрлешсен пĕр хушăран ĕçлеме инçетри хулана çÿреме тытăнтăм. Тепĕр чухне çур çул та пулмастăм килте. Çак тапхăрта, паллах, ют хĕрарăм патне çÿремен мар. Пушшех те - ачаранах ясар ÿснĕ темелле. Вăрттăн çимĕçе тутанмасăр ниепле те пурăнаймастăм. Арăм кĕвĕçетчĕ. Çакăнтан «вăрçă» пуçланчĕ те. Тепĕр чухне ним çукранах кÿренетчĕ.
Вăхăт иртнĕ май хулара ĕçе вырнаçрăм. Анчах пурпĕр лăпкă пурăнаймарăмăр. Хăнăхнă йăлине пăрахмарĕ Таня - кăштах кая юлса таврăннăшăн та ÿпкелерĕ. Тепĕр тесен, эпĕ те арăма çеç юратма тăрăшмарăм. Вунă çул пĕрле пурăнса туйăм сĕвĕрĕлнĕччĕ ĕнтĕ. Юратман та пулĕ эпĕ ăна. Шурă шăлаварне çеç килĕштернĕ...
Савман çынпа пĕр хваттерте пурăнма çав тери йывăр. Пĕрмай мăкăртатни тарăхтарать. Ĕçĕмре черетпе каçхи дежурствăна юлмаллаччĕ. Тепĕр чухне çĕрлеччен ĕçлеме те тиветчĕ. Хушăран киле каяс килменнипе çак сăлтавсемпе усă кураттăм - хваттере çывăрма çеç таврăнаттăм. Паллах, арăм та тÿрех ĕненместчĕ. Сăлтав тупса ĕçтешĕм патне шăнкăравлатчĕ. Вăл вара хутăма кĕме хăнăхнăччĕ. Тепĕр чухне эпĕ савăнса-алхасса çÿренĕ чухне те сутмастчĕ.
Чун киле туртманнипех савăк уявсенче час-часах пулаттăм. Авланманнисем нумайăнччĕ пирĕн. Хушăран ташă каçне, мунчана çÿретчĕç. Мана та пĕрлех чĕнетчĕç. Чăн та, юлман вĕсенчен. Хам тахçанах авланнине мансах çавăраттăм хĕрсене. Иртĕхсе пурăннине йышăнмаллах. Анчах нимĕн те тăваймăн - юн вĕрет.
Çапла Аньăпа паллашрăм. Малтанах ăна та ыттисем пекех пĕр каçлăх усă курасшăнччĕ. Анчах... юратрăм. Вăхăт иртнĕ май туйăм вĕриленсе те хĕрÿленсе пычĕ. Çапла Анюксăр пурăнайми пулса çитрĕм.
Чиперкке пĕрре курсах кăмăла кайнине те палăртмалла. Хураскер, яштакаскер, сăпайлăскер... Мĕн тери çепĕç те ачаш калаçатчĕ тата! Темле пăрлă чуна та ирĕлтерĕ çав. Тепĕр чухне черчен чечек пек туйăнатчĕ вăл. Вăйлă çил вĕрсен авăнать çеç мар, хуçăлать пекчĕ. Хушăран вара хăйĕн çирĕплĕхне, хастарлăхне кăтартатчĕ. Кун пек чухне ăна нимĕн те хуçмасса ĕненеттĕм.
Кунран кун ытларах та ытларах саврăм ăна. Кашни курмассерен хăйĕн тыткăнне илчĕ вăл. Ун çумĕнче хама çав тери лăпкă та канлĕ, телейлĕ туяттăм. Ытамĕнче ирĕлеттĕм. Чуптуни вара ухмахах кăларатчĕ. Анюка тĕл пулсан çеç чăн-чăн юрату мĕн иккенне пĕлтĕм. Салтакран тасан кĕтсе илеймен Кĕтерук та, саватăп пек туйăнакан шурă йĕмлĕ Танюк та Анюк çывăхне те пыраймарĕç.
Тунсăхлаттăм унсăрăн. Ăна пĕрмай, ялан курас, сассипе киленес, ытамĕнче ачашланас килчĕ. Çакна та каламалла: Аньăна чунран савнă хыççăн ыттисем патне çÿреме пăрахнăччĕ эпĕ. Çавăнпах унпа май пур таран тĕл пулма тăрăшрăм. Вăл та хирĕçлеместчĕ. Савнине, курнăçмасан тунсăх карнине калатчĕ.
Çак вырăнта пурнăçăн юппи патне килсе тухрăм та. Арăмран уйрăлса пурнăçăма Анюкпа çыхăнтармаллаччĕ пек. Анчах манран чылай çамрăкскерне шанмарăм. Мана чăннипех юратнине, пурнăçне мана кăна парăнса ирттерме хатĕррине, туйăмсен хĕрÿлĕхĕ сÿнмессе ĕненмерĕм. Тĕрĕсрех, вăхăт иртнĕ май эпĕ Танюка сутнă пек Анюк мана пăрахасран хăрарăм. Савниçĕм тĕрĕссине пĕлсен манпа калаçмасран хăранипех арăмпа ача пирки те нимĕн те каламарăм ăна. Паллах, пурнăçăмпа кăсăкланатчĕ вăл. Анчах яланах тахçанах уйрăлнине, арăмпа пурăнманнине калаттăм. Тепĕр чухне çеç ывăлăм патне хăнана каятăп имĕш. Ĕненетчĕ вăл. Кашни сăмахăма шанатчĕ.
Эпĕ вара икĕ хĕрарăмран пĕрне суйлама вăй çитереймерĕм. Арăм мана чунран юратнине пĕлсе, вăл хăть те мĕнле пулсан та каçарасса шантăм. Ара, упăшки чупкăн иккенне тахçанах хăнăхнă вăл. Ватлăх кунра та пулин лăпланасса пысăк шанăçпа кĕтет. Анюка та малаллах суйрăм.
Анчах чăнлăх хăçан та пулин çиеле тухатех. Çапла юратăвăм та манăн вăрттăнлăха пĕлчĕ. Суйнине каçараймарĕ.
Вутра çунатăп халĕ. Савнине çухатрăм. Хамах айăплă куншăн. Мăшăрăмпа та - вăрçă. Куншăн явапли те - эпĕ. Малалла мĕн тумаллине пĕлместĕп...
ВАСИЛИЙ.