«Власов следователь» йĕрĕпе...
- Мăнукăм шăнкăравласа сехрене хăпартрĕ, - паян та сасси чĕтренсе тухать Валентина Ивановнăн. - Лавккана тухнă та çул çинче такампа тытăçса кайнă, ăна чышса янă, лешĕ ÿксе йывăр суранланнă иккен. «Следователĕ йĕркеллĕ, калаçсан айăпласран хăтăлса юлма пулать. Телефона ăна парам-ха...» - терĕ. Хăйĕнпе Власов следователь тесе паллаштарнăскер йывăр суранланнăскерĕн тăванĕсемпе калаçнă-мĕн - вĕсем çураçма хирĕç мар. Анчах çынна сиплеме укçа тÿлемелле - «эсир пулăшма хатĕр-и? Унсăрăн мăнукăр 8 çуллăхах ирĕклĕхсĕр юлма пултарать». Хăй манăн мăнук ятне те пĕлет вĕт-ха...
Ăнăçлă командировка
Мăнукĕн ятне, паллах, Власов следователь пĕлме пултарайман. Кинемей хăй линин тепĕр вĕçĕнчи çын «кукамай, ку эпĕ-ха, мăнуку» тесен «Валера, эсĕ-и?» тесе ыйтнă та - ултавçăшăн малалли, тĕрĕссипе, техника ĕçĕ кăна пулнă. Япшар чĕлхеллĕскершĕн ватă çынна калаçтарса улталасси - чăрт! сурмалăх кăна. Укçа тыттарса янă вара...
Чăннипе, нимĕнле преступлени те пулман, Валера нимĕнле пăтăрмаха та лекмен. Телефонпа шăнкăравласа ватă çынна улталанăскер те - следователь мар. Инçетри Новосибирск облаçĕнчи Бердск хулинче пурăнакан 29 çулти арçын çапла хăтланнă. Çулĕсем нумай мар пулин те вăл вунă хут /!/ судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ. Юлашкинчен зонăра вунă çул пулнă. Пурлăх çаратнăшăн ирĕклĕхсĕр юлнă та - колонире наркотиксемпе çыхăннă тепĕр преступлени тунă, çавна май кирпĕч шутламалли вăхăт татах хушăннă. Пĕлтĕрхи çулла çеç ирĕке тухнă. Наркотиксемпе туслăскере укçа кирлĕ пулнă. Вăт, юлашки çулсенче анлă сарăлнă «телефон ултавĕн» мелĕпе усă курма пуçланă. Оперативниксен шухăшĕпе, вăл çак меле колонире чухнех алла илнĕ пулас. Малалла вулас...