Комментари хушас

11 Пуш, 2015

СЫВĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИ - СЫХЛĂХ НИКĔСĔ

Варикоз чирĕ - венăсен клапанĕсен çитменлĕхне тата юн куçасси пăсăлнине пула уран çиелти венисем сарăлни. Ĕçлев ÿсĕмĕнчи çынсем хушшинче çак чир юн тымарĕсен чи анлă сарăлнă патологийĕ шутланать.

Чир мĕнле сăлтавсене пула аталанать?

Хальхи вăхăтра варикоз сăлтавĕсен шутĕнче апатлану, пурнăç йĕркин уйрăмлăхĕсем, гормонсен шайлашăвĕ пăсăлнипе çыхăннă пулăмсем тĕп вырăнта тăраççĕ. Чир аталанăвĕнче самăрлăх тÿпи пысăк. Ытларах чухне самăрлăх аталанасси сахал хускануллă пурнăç йĕркинчен тата тĕрĕс мар апатланнинчен килет. Рационра чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла сахал пулнипе ÿсен-тăран чĕлкĕмĕсем çитмеççĕ. Вĕсем юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетме, вар хытасран хÿтĕленме пулăшаççĕ. Вар хытни вара варикоз чирне аталанма витĕм кÿрет.

Ĕçлеве тĕрĕс мар йĕркелени те чир патне илсе çитерме пултарать. Ĕç кунĕн ытларах пайне ура çинче е ларса ирттерни венăсен клапан аппарачĕшĕн сиенлĕ. Йывăр йăтса ĕçлемелле пулсан та çаплах. Транспортпа инçе çула тăтăшах тухмалла пулни те урари венăсенче юна йĕркеллĕ куçма чăрмантарать. Унсăр пуçне аялти çи-пуç тăвăр пулни те, çÿллĕ кĕлеллĕ атă-пушмак тăхăнни те ырри патне илсе çитермест. Варикоз иккĕмĕш е малалли ачисене кĕтекен хĕрарăмсене те, гормонсен шайлашăвĕ пăсăлнипе пуçланнă остеопороз, ревматоидлă артрит аптратакан çынсене те тапăнма пултарать.

 

Варикоз мĕнле палăрать?

Ура тунинчи тата лаппинчи венăсем кукăрăлаççĕ тата мăкăрăлса тухаççĕ. Ку йывăр ĕçленĕ хыççăн пушшех вăйлă палăрать. Час-часах венăсем çамрăклах сарăлаççĕ, хĕрарăмсене çак амак ача кĕтнĕ е çуратнă хыççăн тертлентерме пуçлать.

Малтанхи тапхăрта варикоз паллисем ытлашши уçăмлах мар, ура йывăрланать кăна. Çак вăхăтра хăвăрт ывăнни, урасем тулса, хĕртсе тăни /уйрăмах йывăр ĕçленĕ хыççăн/ аптратаççĕ. Урасем хушăран тăртанаççĕ, венăсем тĕлĕнче ырата-ырата илеççĕ. Каç енне пакăлчаксем, ура лаппин çÿлти пайĕ тăртанаççĕ, ир енне тăртаннин йĕрĕ те юлмасть. Асăннă тапхăрта венăсем мăкăрăлни курăнмасан та пултарать. Çавăнпа мĕн те пулин канăçсăрлантарнине сиссенех тухтăр патне кайса сывлăха тĕрĕслеттерсен, вăхăтра сипленме пуçласан вырăнлă.

Варикоз чирĕ майĕпен, хăш чухне вуншар çул, аталанать. Кирлĕ пек е вăхăтра сипленмесен венăсен çитменлĕхĕ аптратма тытăнать. Ку "юн тымарĕсен çăлтăрчăкĕсемпе" /сосудистые звездочки/ палăрать. Капилляр сеткин лаптăкĕ пысăк мар пулсан та специалистпа канашлани пĕлтерĕшлĕ.

 

Ура венисем сарăлни мĕнле чирсемпе йывăрланма пултарать?

Венăсем варикозла сарăлни кăткăсланнăран ĕнтĕ хăрушă чир шутланать. Тĕрĕс тата вăхăтра сипленмесен тромбоз тата тромбофлебит аталанаççĕ, сарăлнă венăсенчен юн каять. Тромбоз - венăсем талккăшпех е пĕр пайĕ тăхапа хупланса ларни - тата тромбофлебит тăрук пуçланаççĕ. Урасем тĕлĕнмелле хăвăрт тăртанаççĕ, чăтма çук ыратаççĕ. Ÿт хĕрелме е кăвакарма пултарать. Тăха /тромб/ татăлса каяс пулсан вăл юнпа ÿпкесен юн тымарĕсене лекет, хупласа хурса питĕ йывăр чире - ÿпке артерийĕн тромбоэмболине - аталантарать. Çак тĕслĕх чылай чухне вилĕмпе вĕçленет. Варикоз чирĕ çапла йывăрланнине туйсанах урасене çÿлелле çĕклесе выртмалла, васкавлă пулăшу чĕнмелле. Ура мышцисене хытарма, маç сĕрме, ура çине пусма юрамасть.

 

Варикозран мĕнле сиплеççĕ?

Сиплев мелĕ тата вăхăчĕ чир мĕнле тапхăрта пулнинчен килет. Хирурги мелĕпе тата консервативлă мелпе сиплеççĕ. Тĕпрен илсен, вĕсемпе комплекслă усă кураççĕ. Консервативлă мел эластик компрессийĕнчен, эмел препарачĕсенчен тата физиотерапирен тăрать. Унпа чир пуçламăшĕнче кăна усă кураççĕ. Хирурги сиплевĕн меслечĕсем - склерозировани, лазер коагуляцийĕ, флебэктоми. Шупашкар хулин клиника центрĕнче урари варикоз чирĕнчен операци туса сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă. Унта мĕнле йышăнни çинчен 44-57-93 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.

 

Урари венăсем варикозла сарăласран мĕнле хÿтĕленме пулать?

Профилактика никĕсĕ - сывă пурнăç йĕрки. Нумай вăхăт тăрса е ларса ĕçлемелле пулсан хускану ытларах кирлĕ: утмалла, чупмалла, велосипедпа ярăнмалла, ишмелле, ĕç вырăнĕнче ансат хăнăхтарусем тумалла.

Урасене час-часах çÿлелле хурса выртмалла.

Кĕлетке виçи хушăнасран асăрханмалла.

Меллĕ атă-пушмак /кĕли 4 сантиметртан çÿллĕрех мар/ тăхăнмалла, кирлĕ пулсан ортопеди стельки хумалла.

Эстрогенсемпе, тĕслĕхрен, контрацептив препаратсемпе, усă курнă тата ача кĕтнĕ чухне хĕрарăмсен урасен венисене ультрасасă мелĕпе тĕрĕслеттермеллех.

Андрей МАЙРУКОВ,

Шупашкар хулин клиника центрĕн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.