Комментари хушас

7 Пуш, 2015

Хура тинĕс хĕрринчи хулара

Февралĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Февралĕн 27-мĕшĕнче Севастополь хулин Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика хăвачĕн презентацийĕ иртнĕ.

Кĕпĕрнаттăрăн-Севастополь правительствин председателĕн заместителĕ Алексей Еремеев хула çыннисемшĕн Раççейĕн ытти субьекчĕн тĕревне туйни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.

Михаил Игнатьев Севастополь çыннисене тăванла чăваш халăхĕн ячĕпе саламланă, вырăс çар мухтавĕн символ-хулине килни чăваш делегацийĕшĕн пысăк чыс пулнине палăртнă. Михаил Васильевич пухăннисене республика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă, икĕ регионăн экономикăпа культура çыхăнăвĕсем çирĕпленсе-аталанса пырасса шаннине палăртнă. «Пирĕн тĕллев - çынсен пурнăç шайне çĕклесси, вĕсем ыранхи куна шанса пурăнччăр, çирĕп çемьесем чăмăртаччăр, килĕшÿпе юратура кĕтнĕ ачасем çуралччăр», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Крым Республикинче ĕçлĕ визит программипе килĕшÿллĕн чукун çулсен электрофикаци тытăмĕсем валли продукци туса кăларакан «Симферопольти электротехника завочĕ» ОООра пулнă. Çавăн пекех Михаил Васильевич «Крымтеплица» предприятие çитсе курнă. Республика Пуçлăхĕ унти футбол клубĕн стадионĕпе паллашнă - çулталăкăн çак вăхăтĕнче ăна Раççейри профессионалсен клубĕсем арендăна илеççĕ.

Симферопольти предприятисенче пулнă хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Крымри чăваш диаспорин представителĕсемпе курнăçнă. Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев КР пуçлăхне Сергей Аксенова чăваш делегацийĕн визитне йĕркеленĕшĕн тав тунă, Крым çыннисене - Чăваш Енре çуралса çитĕннĕ йăхташсене - тăван ене килсе курма чĕннĕ.

Республика Пуçлăхĕ Севастопольти Хура тинĕс флочĕн музейĕнче тата Севастополĕн паттăр хÿтĕлевçисен «Çыран çинчи 35-мĕш батарея» историпе мемориал комплексĕнче пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Севастополе хÿтĕлесе пуç хунисен вилтăпри çине чечек кăшăлĕ хунă. Унтах Чăваш Ен каччисемпе, служба тивĕçне Хура тинĕс флочĕн карапĕсем çинче пурнăçлаканскерсемпе, курнăçнă.

Севастопольте Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Севастополь кĕпĕрнаттăрĕ-Правительство Председателĕ Сергей Меняйло февралĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Севастополь Правительстви хушшинче Суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе çыхăну тытасси çинчен калакан килĕшĕве пурнăçламалли мероприятисен планне алă пусса çирĕплетнĕ.

Документа пурнăçласа регионсен хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕн субьекчĕсен хушшинчи çыхăнăва аталантармашкăн условисем йĕркелеме палăртаççĕ.

Михаил Игнатьев Севастополь Правительствин Председательне тĕл пулăва йĕркеленĕшĕн тав тунă, Чăваш Республикин влаç органĕсен тата бизнес представителĕсен делегацине ăнăçлă ĕçлеме кирлĕ условисем туса панине палăртнă.

Елена АТАМАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.