Çĕрулми туянтăм
Шупашкарта çĕрулми куравĕнче пултăм. Вăрлăхлăх «Беллароза», «Чайка», «Рябинушка», «Гала» сортсем туянтăм. Вĕсем çинчен кĕскен те пулин каласа параймăр-ши?
Михаил Разумов. Елчĕк районĕ, Тускел ялĕ.
«Беллароза» питĕ ир пулакан сорт. Икĕ уйăхран ăна пухса кĕртмелле. Ытти сортран тăрăхларах çаврака, шупка хĕрлĕрех хупăллă, вĕтĕ куçлă, шултра та яка пулнипе уйрăлса тăрать. Пысăк тухăçлă, шăрăха т.сĕмлĕ, тутлă та кĕрпеклĕ. Ăшĕ çутăрах сарă. Тăмлă йывăр çĕрсĕр пуçне кирек епле вырăна та кăмăллать. Лайăх упранать. Кукша, рак, нематода, фитофтороз, хура туна чирĕсене парăнмасть.
Вăрлăха лартиччен 2-3 эрне маларах пĕр-пĕр п.лĕме урайне шăтарма сапаласа хумалла. Шултра çитĕннине шута илсе вăрлăхсен хушшине 30-40 см, ретсен хушшине 70-75 см хăварма сĕнеççĕ.
«Гала» ир пулакан сорт, икĕ уйăх çурăран ăна кăлармалла та. Шурăрах сарă хупăллă, яка, унашкаллине шуратма аван. Кăлариччен 1-2 эрне маларах авăрне çулса хурсан «Гала» лайăх упранать. Кукша, рак, нематода чирĕсем çулăхсах каймаççĕ. Ризоктониоз, фитофтороз вара çулăхма пултарать.Чăх çăмартинчен пысăках мар вăрлăха лартмалла. Лартиччен 3-4 кун маларах вара ăна хĕвел çинче тытмалла.
«Рябинушка» вăтам ир пулакан сорт, ăна лартнă хыççăн 80-90 кунран кăлараççĕ. Тухăçĕ пысăк. Тăрăхларах, пĕчĕк куçлă, яка та хĕрлĕ хупăллă, сарăрах шупка ăшлă, крахмал шайĕ 11-18 процент. «Рябинушкăна» нумай çул .секен курăк, кĕрхи культура, пăрçа йышшисем .снĕ çĕре лартсан аванрах. Лайăх упранать.
«Чайка» вăтам кая юлса пулакан сорт. Пысăк тухăçлă, тăрăхларах çаврака, тарăнрах куçлă. Яка та сарă хупăллă. Ăшлăхĕ çутă сарă. Крахмал шайĕ 12,2-15,3 процент. Лайăх тутăллă. Аван упранать. Çĕрулми ракĕпе вирус чирĕсем çулăхсах каймаççĕ. Ризоктониозпа тата кукшапа чирлес хăрушлăх пулма пултарать.