Комментари хушас

6 Пуш, 2015

Шăтăклă пăрçа

Иртнĕ çул пасартан пăрçа туянтăм. Ак хайхи, шăтăклă-шăтăклă. Акрăм, анчах шăтса тухмарĕ. Вăл пăрçа манăн тата пур. Мĕн тума сĕнетĕр?

Иван Краснов. Шупашкар.

Хисеплĕ Иван Захарович, сирĕн вăрлăха пăрçана тапăнакан хурт çинĕ, вырăсла ăна гороховая зерновка е брухус теççĕ. Çапла пĕлтерчĕ пире Раççей ялхуçалăх центрĕн .сен-тăрана х.тĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Елена Соколова. Специалист сăмахĕсем тăрăх – сиенленнĕ пăрçа шăтаслăхĕ чакать, анчах çĕр проценчĕпех мар, çурри те пулин шăтса тухмаллах. Чылай чухне шăтăклă пăрçа ним пулман пекех шăтса тухать. Акиччен ăна шывра ш.термелле: хурчĕ çиеле тухĕ. Ăна пухса илсе çунтарса ямалла. Куçа курăнман хурт çăмарти те вилтĕр тесен чирлĕ пăрçана виçĕ кунччен ш.термелле. Паллах, çак вăхăтра вăл шăтма пуçлать, унашкаллине акма чăрмавлăрах ĕнтĕ, анчах вăл лайăхах шăтмалла.

Пăрçана хурт тапăнасран май пур таран иртерех акма тăрăшмалла: сивве вăл аванах чăтса ирттерет, хурт-кăпшанкă çăмарта хума ĕлкĕриччен вара чечеке ларать. Кĕркунне çĕре пĕр кĕреçе тарăнăш чавса хăвармалла.

Малашне вара симĕс тĕслĕ сорт суйласа илме тăрăшăр, саррисемпе танлаштарсан вĕсене хурт сахалрах тапăнать.

Вăрлăха акиччен морозильника хурса шăнтма та юрать. Пахалăхĕпе шăтаслăхĕ чакмĕ, хурчĕ пулсан вара ытларах пайĕ вилĕ. Пăрçа чечекленнĕ вăхăтра ăскăчпа 10 хут сулласа илнĕ хушăра 15-20 нăрă тытсан йăрана карбофоспа е фуфанонпа сапмалла, эрне иртсен çакнах тепĕр хут тумалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.