Алă - ĕçпе, чун - кĕлĕпе илемлĕ
Канаш районĕнчи Юмансарти Иголкинсен çурчĕ мана купса пÿртне аса илтерчĕ. Эрешлĕ чÿрече, крыльца, унталла та кунталла тăсăлнă хушма çурт... Кил картишĕ те, ытти хуралтă та йăлтах тăрă айĕнче. «Ку килте нихăçан та япăх çынсем пурăнман», - терĕ хирĕç тухнă кил хуçи. Куратăп-ха, юлхавсенчен кунашкал кил-çурт çавăрасси пулмасть. «Лайăх çын» тени çакă çеç те мар-ха, хăйĕншĕн çеç çунакан, халăха пĕр усă та кÿмен çынна темĕнле ĕçчен пулсан та хисеплемеççĕ. Аркадий Никодимовича вара сума сумашкăн сăлтавĕ пурах.
- Нушаллă çитĕннĕ эпир. Çăкăр çинчен шухăшланипех пуç çаврăнатчĕ. Вĕренмешкĕн кĕнеке-тетрадь пулман, питлĕх çине хăрăмпа çыраттăмăр... Ача чухнех аннепе тырă вырма çÿренĕ, пахча çимĕç бригадинче ĕçленĕ. Çулла кĕтÿ пăхнă, хĕлле лашапа сысна фермине апат турттарнă, - каласа пама тытăнчĕ вăл хăй çинчен. Малалла вулас...