Комментари хушас

5 Пуш, 2015

Пултарулăх шыравне тухар-и?

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат сире, юратнă тантăшăмăрсем, çулсеренех иртекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» (Чувашская книга. Юные таланты) конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ. Кăçал ăна издательство йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине, Раççейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Мероприяти тĕллевĕсем нумай енлĕ: çамрăк вулавçăсене чăваш литературипе кăсăклантарасси, ача-пăчан, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн пултарулăхне аталантарасси, вĕсен чунĕнче патриотизм, тăван ене хаклас туйăмсене чĕртесси.

Ăмăртăва Чăваш Ен шкулĕсенчи вĕренекенсем çеç мар, çĕршывăмăрти ытти регионта пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Чи кирли кунта - ачан кăмăлĕ, нумай пĕлме ăнтăлни, чăваш литературипе тата культурипе кăсăкланни. Конкурс нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ те ĕнтĕ. Йĕркелÿçĕсем патне пирвайхи çырусем те çитрĕç. Эсир 6-18 çулта тăк ĕçĕрсене паянах хатĕр-леме пуçлăр. Паллах, мĕнле номинацие суйласси пирки тĕплĕн ларса шухăшламалăх, тÿресене тĕлĕнтермелли хăйне евĕрлĕ калав-сочинени çырмалăх е картина-плакат ÿкермелĕх вăхăт пур сирĕн. Ĕçсене 2015 çулхи юпа уйăхĕчченех йышăнаççĕ. Çакна çеç асра тытăр: палăртнă вăхăтран каярах килнисене пăхса тухмаççĕ.

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс кăçалхипе улттăмĕш хут иртет. Пĕлтĕрхи пекех пилĕк номинаци палăртнă йĕркелÿçĕсем:

  • «Интереслĕ кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав;
  • «Манăн юратнă сăнар» темăпа тунă чи лайăх ÿкерчĕк;
  • «Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ чи лайăх плакат, буклет, листовка, открытка е календарь (вулавăн пĕтĕмĕшле е кăмăла кайнă кĕнекен реклами);
  • «Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке» - вĕренекен хăй çырнă сăвви-калавĕнчен е заметки-очеркĕнчен тăракан алăпа ăсталанă кĕнеке. Унăн хуплашкийĕ, титул листи, ячĕ пулмалла; кăларăма ÿкерчĕксемпе илемлетмелле; кĕскен автор, ÿнерçĕ пирки хыпарламалла;
  • «Кĕнеке - пирĕн çемьен чи лайăх тусĕ» темăпа çырнă чи лайăх эссе - кĕнекен этем тата çемье пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки.

Çулне-ÿсĕмне кура çĕнтерÿçĕсене виçĕ ушкăнра палăртĕç:

- кĕçĕннисем (6-12 çултисем);

- вăтам ÿсĕмрисем (13-15 çултисем);

- аслăраххисем (16-18 çултисем).

Ĕçсене хатĕрленĕ чух Чăваш кĕнеке издательствинче 2010-2014 çулсенче тухнă кĕнекесемпе тата организаци сайтĕнчи материалсемпе усă курмалла. Хаклава сĕнекен ÿкерчĕксемпе текстсене 2015 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 704 е 713-мĕш пÿлĕм, «Чăваш кĕнеке издательстви». Конверт çине «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе çырсан, проект координаторĕн Надежда Осипован ятне палăртсан аванрах. Сочиненисене, калавсене тата эссесене вара nadesda-1@yandex.ru электрон почтипе те ярса пама юрать. Çыру пуçламăшĕнче «Конкурса» тесе асăнса хăварма кăна ан манăр.

Ытти самантсене те шута илĕр: иккĕн е пысăкрах йышпа хатĕрленĕ ĕçе пăхса тухĕç, анчах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртмĕç. Çавăн пекех хутшăнаканăн пĕр ĕçрен ытлашши тăратма юрамасть* эппин, хăвăр мĕн енĕпе пултаруллăрахине кура номинацие тĕплĕн суйламалла. Материалăн оригиналлă та çыпăçуллă пулмалла. Халиччен пичетленсе тухнă кĕнекесенчен пăхса ÿкернĕ ÿкер- чĕксене хакламаççĕ жюри членĕсем. Сочинение, калава, эссене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Заявкăна аяларах кăтартнă йĕркепе типтерлĕ те тĕрĕс, пичет сас паллийĕсемпе тултармалла.

Сочинени е калав валли:

Тема: «Интереслĕ кĕнеке».

Хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ:

Хутшăнаканăн çуралнă дати:

Шкулăн, вĕренÿ учрежденийĕн тулли ячĕ, номерĕ:

Класс:

Килти адрес:

e-mail:

Телефон номерĕ:

Ертÿçĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ:

Ертÿçĕ телефонĕн номерĕ, e-mail:

Хайлава хăш кĕнеке тăрăх çырнă (авторĕ, кăларăмăн ячĕ, хăçан тата ăçта тухни):

Ÿкерчĕк валли:

Тема: «Манăн юратнă сăнар».

Ыттийĕ - çÿлерех кăтартнă евĕрех.

Вĕçĕнче - ÿкерчĕке хăш кĕнеке тăрăх тунă (кăларăмăн ячĕ, авторĕ, хăçан тата ăçта тухни).

Ытти номинацисемпе те çакăн евĕрлех тултармалла. Тĕплĕнрех информацие Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче çак адреспа тупма пулать: www.chuvbook.ru («Конкурсы, акции» пайра). Конкурса хутшăнма заявка тăратнă вĕренекенсен списокне те çакăнтах вырнаçтарĕç.

Малтанхи 50 хутшăнакан ятарлă сертификата тивĕçĕ. Чи хăйнеевĕрлĕ те ăста ĕçсен хуçисем çĕнтерÿçĕсем пулĕç. Вĕсене Чăваш кĕнеке издательствин çуралнă кунĕнче, 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, хаклă парнесемпе чыслĕç. Маттур та пуçаруллă вĕренекенсен ертÿçисем те хавхалантару хучĕ илĕç. Пĕтĕмлетÿсене «Тантăш» хаçатра та, издательство сайтĕнче те кăларĕç.

Пурне те ăнăçу сунатпăр! Кĕнекепе туслă пулăр, конкурса хутшăнăр! Пултарулăх шыравĕ кăсăклă та тухăçлă ирттĕр.

Ольга ИВАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.