Комментари хушас

4 Пуш, 2015

АПАТ ТА ХĂЙНЕ ЕВĔР

Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе аптракансен апата асăрханса çиме тивет. Вĕсемшĕн çак рецептсем уйрăмах вырăнлă пулĕç.

Пĕçернĕ кролик

700 грамм кролик какайĕ, кăштах кишĕр, петрушка тымарĕ, тăвар.

Кролик какайне вакламасăрах кишĕрпе тата петрушка тымарĕпе пĕрле шыва ярса пĕçермелле. Тăвар сапмалла, сивĕтмелле. Унтан сивĕннĕ аша шÿрперен кăлармалла, касăксем туса вакламалла. Пĕçернĕ çĕрулмипе е пахча çимĕç нимĕрĕпе çимелле.

 

Пăшăхланă кишĕр

1 килограмм кишĕр, çур чей кашăкĕ тăвар, 2 чей кашăкĕ сахăр, стаканăн 3-мĕш пайĕ шыв, 2 апат кашăкĕ услам çу, çур стакан ытларах сĕт, 2-3 апат кашăкĕ çăнăх.

Кишĕре шултра теркăпа хырмалла, тăвар, сахăр, шыв, услам çу хушса 20 минут пăшăхламалла. Вĕри сĕт ямалла, вĕреме кĕртмелле, çăнăх хушса çăраличчен пăтратмалла.

 

Кавăн яшки

100 грамм кавăн, 3 стакан сĕт, стаканăн 5-мĕш пайĕ шыв, çур чей кашăкĕ услам çу, 1 татăк çăкăр.

Хуппинчен тасатнă кавăна тăваткалсем туса вакламалла, шывпа хутăштарнă сĕте ямалла. 5-6 минут вĕретмелле те типĕтнĕ тулă çăкăрĕ хушмалла. Çулăм çинче кавăнпа çăкăр çемçелсе çитичченех лартмалла. Ала витĕр сăтăрса кăлармалла, ăшă сĕт ярса пăтратмалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. Çу хушмалла.

 

Урпа кĕрпипе

2 апат кашăкĕ урпа кĕрпи, шыв, тăвар.

Кĕрпене çумалла, 1 пай илсе 10 пай шыва ямалла, шыв хушсах тăрса 3 сехет пĕçермелле. Шĕвекне сăрăхтарса илмелле те тутă кĕмелĕх тăвар ямалла.

 

Пĕçернĕ трескаран

125 грамм треска, çур çăмарта, чей кашăкĕн 3-мĕш пайĕ услам çу, тăвар. Соус валли: çур чей кашăкĕ çăнăх, çур чей кашăкĕ пастеризациленĕ сĕт, формăна сĕрме услам çу.

Трескана тасатмалла, çумалла, шăммипе тирĕнчен уйăрмалла. Филене пĕçермелле, сивĕтмелле, аш арманĕпе авăртмалла. Соус хатĕрлемелле: çăнăха çатма çинче хĕртсе илмелле, вĕри сĕте майĕпен ямалла, вăйсăр çулăм çинче пĕçермелле. Авăртнă пулла соуспа, тăварпа, чĕрĕ çăмарта саррипе, кăпăшлантарнă çăмарта шуррипе лайăх лăкаса хутăштармалла. Çак хутăша çу сĕрнĕ формăна хумалла, пăс çинче пĕçермелле. Сĕтел çине лартас умĕн турилккери суфле çине ирĕлтернĕ услам çу сапмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.