Комментари хушас

3 Пуш, 2015

Çунатлантарма ăстаччĕ

Шкулта вĕреннĕ вăхăтсем кашни ача пурнăçĕнче ĕмĕр манăçми тарăн йĕр хăвараççĕ. Вăрмар районĕнчи Шăхальти вăтам шкулта ирттернĕ тапхăр пире юратнă вĕрентекене Вениамин Петрович Тимакова аса илтерет.

Вĕрентекенĕн лăпкă сăнарĕ пире, унăн вĕренекенĕсене, халĕ те ăшăтса, хавхалантарса тăрать. Шăхаль ялне 1964 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ хыççăн ĕçлеме килнĕччĕ вăл. Çав çул эпир, Тикаш ачисем, 9-мĕш класа унта вĕренме çÿреттĕмĕр. Эпир унăн малтанхи класĕ пулнă. Вăрăм та яштака пÿ-силлĕ çамрăк вĕрентекене шкул ачисем малтанхи кунсенченех хисеплеме пуçларĕç. Хăйне питĕ сăпайлă тытатчĕ, йăваш сассипе такама та тыткăнлама пĕлетчĕ. Вăл поэт пулнине пире малтан Сăхăтпуç ачисем /вĕсем те пĕрле вĕренетчĕç/ каласа кăтартрĕç. Пуçласа чĕрĕ поэта çавăн чухне курнă эпĕ. Мана вăл темле асамлă çын пек туйăнатчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.