Кÿршĕ хĕрĕ
Шкулта вĕреннĕ чухнех саврăм эпĕ ăна. Пĕрре урлă пурăнакан кÿршĕ хĕрне хăш вăхăтран юратма пуçланине, тĕрĕссипе, калаймастăп та. Мĕн ачаранах пĕрле выляса ÿснĕ эпир. Шкула та пĕрре мар юнашар утнă. Сарăскер, хÿхĕмскер чылай каччă кăмăлне каятчĕ. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне вара вăл мана килĕшет çеç мар, чунăма пăлхатнине ăнлантăм. Ун чухне вăл çиччĕмĕшне çеç çÿретчĕ-ха.
Çулсем иртрĕç. Эпĕ университета вĕренме кĕтĕм. Кĕтерук тăххăрмĕш класра вĕренетчĕ ун чухне. Паллах, клуба тухмастчĕ-ха. Çавăнпах эпĕ те канмалли кунсенче яла кайсан унта питех ăнтăлмастăм.
Часах çуллахи каникул та çитрĕ. Верук аппа хĕрне хушăран каçхине урама тухма ирĕк пачĕ. Паллах, эпĕ ку самантпа усă куртăм - кÿршĕ хĕрне киле хам ăсатрăм. Тĕрĕссипе, илсе килтĕм темелле-тĕр. Ун çумне ыттисене çулăхма ирĕк памарăм. Часах пике эпĕ ăна курсан çунатланнине ăнланчĕ ахăр. Çавăнпах аллинчен çавăтсан та турткалашмарĕ. Унсăр пуçне хăй те мана килĕштерчĕ.
Çапла пирĕн юрату кунран кун вăй илчĕ. Хăпартлантарчĕ, вăй хушрĕ, çÿл тÿпене илсе хăпарчĕ çутă туйăм. Савса, хавхаланса пурăннă май вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Кĕтерук та шкул пĕтерчĕ. Малтанхиллех юратса çÿрерĕмĕр эпир. Паллах, ыталанă та, чуптунă та, анчах киревсĕр хăтланман. Сăпайлăччĕ кÿршĕ.
Хулана килсен те малтан хăйне тирпейлĕ тытрĕ вăл. Анчах вăхăт иртнĕ май савнипе тем пулчĕ. Общежитири пÿлĕмре пĕрле пурăнакан хĕрсем ясар пулчĕç-ши е ирĕке тухни иртĕхтерчĕ-ши? Час-часах тантăшĕсемпе дискотекăна çÿреме тытăнчĕ. Куншăн ÿпкелемерĕм-ха. Хушăран юрĕ. Анчах кун йышши савăк каçсем Кĕтерук аслăланнă май час-часах хушăнсах пыни сисчĕвлентерчĕ. Сăмахларăм та - ăçта, хăçан мĕн тунине калами пулчĕ.
Çапла савниçĕм иртĕхсех пычĕ. Вăхăт иртнĕ май манран сивĕннине те туйрăм. Паллах, кÿрентерчĕ ку, чĕреме çунтарчĕ, кăмăла хуçрĕ, чунăма ыраттарчĕ. Анчах нимĕн те тăваймарăм. Çакна та каламалла: Кĕтерук пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне çывăхлантăмăр эпир унпа. Вăрттăн çимĕçе ас тивнĕ хыççăн пушшех те улшăннине каламаллах. Çапах шантăм эпĕ ăна. Ташă каçĕсене çÿрет пулин те сăпайлăхне, чысне çухатмасса ĕнентĕм.
Пиллĕкмĕш курсра вĕренеттĕм эпĕ ун чухне. Диплом çыраттăм. Салтака кайма ят та тухнăччĕ. Пĕррехинче ман патăма Кĕтерук пусăрăнчăк кăмăлпа çитсе ларчĕ. Савни чарăнмасăр макăрнине хĕрлĕ куçĕнчен тÿрех куртăм.
- Каçар мана, Вася. Пултараймасан - ан каçар. Эсĕ мана питĕ юратнине пĕлетĕп. Эпĕ те сана саватăп. Чăн та, юлашки вăхăтра нумай кÿрентертĕм. Итлемерĕм, кăмăлна та хуçрăм. Анчах кĕлеткемре вĕри юн чупать-çке. Çамрăк чухне юрлас-ташлас килет. Мăшăрланса пурăнма та сахал мар ĕмĕтлентĕмĕр. Хамăрăн çуртăмăрта ачамăрсем чупса çÿресси пирки пĕрре мар калаçрăмăр. Анчах... Каçар, каçар, каçар... Урăхла пултараймарăм. Эсĕ салтака каятăн-çке, хырăмпа пĕччен епле юлас? Çамрăк-çке... Çуратма хăяймарăм ăна, пăрахрăм... - антăха-антăха йĕчĕ вăл. - Кун пирки каласшăн марччĕ сана... - аран тухрĕç юлашки сăмахĕсем.
Тарăхма та, кулянма та пултараймарăм ун чухне. Хытса тăрса юлтăм. Кун хыççăн Кĕтерука куçпа та курас килмерĕ. Çавăнпах ун патне текех каймарăм, шăнкăравламарăм та. Юратнă çын çапла сутнине каçарма мар, ăнланма та пултараймарăм.
Пĕр хушăран çывăх тусăм хĕрсен хушшинче çÿрекен вăрттăнлăха систерчĕ: çуралайман ача манран мар имĕш. Çавăнпах вĕлерме шухăш тытнă та ăна. Кун хыççăн Кĕтерука пушшех кÿрентĕм.
Часах çуркунне те çитрĕ. Палăртнă пекех диплом иличчен салтак юрри юрларăмăр. Ăсату каçĕнче Кĕтерук та пурччĕ. Анчах унпа сăмах хушмарăмăр. Кÿренÿ чунăмра ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă çав.
Кун хыççăн кун иртет, çул хыççăн çул. Салтакран таврăнни те виçĕ çул ĕнтĕ. Куллен ĕçе çÿретĕп. Машина туянтăм, хваттер пирки шухăшлатăп. Хыççăн чупакан хĕр чылай. Анчах хăшне суйламаллине пĕлместĕп. Ĕмĕрлĕх суран пирчемен-тĕр. Аманнă вырăна тăвар сапасран шикленетĕп, çавăнпах нихăшне те çывăха ямастăп. Кĕтерук та тепĕр чухне асăма килет-ха. Пĕрле ирттернĕ савăк вăхăтсем тĕлĕкре те тĕлленеççĕ. Юрататăп çав ăна. Халĕ те манаймастăп. Юрату хăвачĕ ыратăва çĕнтереет-шим?
Анчах мана савни хăвăртах манчĕ. Савман та курăнать. Эпĕ салтакра чухне урăххипе паллашнă вăл. Тепĕр тесен, мана кĕтме тупа туман-çке. Пушшех те - эпир уйрăлнăранпа сăмах та вакламан, çыру та çÿретмен. Икĕ çул каялла пĕрлешрĕç вĕсем. Чаплă йĕкĕт тупнă текен сас-хура çÿрерĕ ялта. Кĕрÿ хваттерлĕ имĕш, чаплă вырăнта тăрăшать, арăмне юратать - тата мĕн кирлĕ?
Юлашки вăхăтра çураçуллă çемьере тем лăпках мар курăнать. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ Верук аппа патне хăнана килмеççĕ. Ялти карма çăварсем çемьере хирĕçÿ-харкашу тăтăш сиксе тухнине те пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть ача çуратайман арăма юмăç патĕнче те курнă пулать. Упăшки айккине чупма тытăннине те пĕлеççĕ ялта.
Пĕр енчен шеллетĕп те Кĕтерука. Çамрăк чухнехи йăнăшне пулах пурнăçне çапса хуçмарĕ-и? Чаплă кермен, хаклă тумтир пирки час-часах сăмахлатчĕ çав. Анчах пуян килĕнче ăшăлăх, ăнлану çук теççĕ.
ВАÇÇА.
Елчĕк районĕ.