Комментари хушас

19 Нарăс, 2015

Татăлса ÿкнĕ урине те курма майĕ пулман

Пурнăç хакне пĕлекен, вăрçă тамăкĕнче çунса та çынлăхне çухатман паттăрсем пирĕн хушăрах пур. Çавнашкал çынсенчен пĕринпе, Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассинче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Михайловпа паллаштарас килет сире. Вăл - Афган вăрçин ветеранĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Владимир Владимирович вăрçăран хăрах урасăр таврăннă.

Хаçатра унăн чунлăхне, паттăрлăхне тĕпĕ-йĕрĕпе, тарăннăн уçса параймăпăр, тен, мĕншĕн тесен ун пек çынсем çинчен роман çыраççĕ, кино ÿкерсе тĕп сăнар калăплаççĕ. Яштака та илĕртÿллĕ курăнаканскер çырă пальтопа, çÿçне кастарнă... Пуçлăх пуканĕ çинче ларнăран мар /вăл Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХ тытăмĕнчи пĕр фирмăна ертсе пырать/, яланах çапла тирпейлĕ çÿреме хăнăхнă. Сулахай ури чĕркуççи таран протез пулин те уксахлани сисĕнмест.

9-мĕш рота

Салтак аттине тăхăниччен Владимир училищĕре токарь специальноçне алла илме, трактор заводĕнче ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. ДОСААФра вĕреннĕ май парашютпа та пĕрре мар сикнĕ, сывлăш десант çарне хатĕрленнĕ.

1985 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче, Владимир çара тухса кайнă кун, уй-хир пăрпа витĕннĕ, юр кайса пĕтмен-ха пирĕн тăрăхра. Канаш станцийĕнчен пуйăспа 57 чăваш каччине инçетри çĕршыва илсе кайнă. Шкултан ĕнер-паян вĕренсе тухнăскерсене мĕн кĕтет унта, лере? Патриотлăх туйăмĕпе хавхаланса ÿснĕскерсене Афганистана лекесси шиклентернĕ-ши? Салтака кайма ят тухни - чыс шутланнă-çке ун чухне, кашни яш çар ретне тăма ĕмĕтленнĕ.

Узбекистанри Ферганара хĕвел хытах хĕртнĕ, йывăçсем те çеçке тăкнă. Михайлов рядовой автоматчик-пулеметчиксен 9-мĕш ротин çамрăк салтакĕсемпе пĕрле вĕренÿ курсне пикеннĕ. Рота командирĕ те - чăваш, Кÿкеçрен, Вязов хушаматлăскер. «Чим-ха, Ф.Бондарчукăн «9-мĕш рота» фильмĕ аса килчĕ - сирĕн çинчен мар-и?» - калаçăва пÿлсех кăсăклантăм Владимир Владимировичран. «Çапла темелле-ши? Шухăшласа кăларни те çук мар унта, тĕпрен илсен - тĕрĕсех, унти ĕçсем каярахпа пулнă».

Октябрĕн 17-мĕшĕнче полкри 200 салтака самолетпа Афганистана илсе кайнă. Хĕвел аннă çĕре Баграма çитнĕ вĕсем. Парашютпа десантăн 345-мĕш уйрăм полкне харăсах 20 чăваш салтакĕ, вăл шутра Паваркасси йĕкĕчĕ, 8 национальноç çынни лекнĕ. Тепĕр кунхине ирпе ирех çамрăк салтаксене вертолета лартса Панджшер тăвĕн хушăкне илсе кайнă. Сасартăк минометран шатăртаттарни илтĕннĕ. Хĕç-пăшал та, штык-çĕçĕ те алла илсе ĕлкĕреймен пирĕн десантниксем. Çапах окопра выртнă май чăн-чăн вăрçа лекнине ăнланса илнĕ. Кĕçех хамăрăн артиллеристсем тăшман вут-çулăмне парăнтарнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.