Ятлă çынна ял савать
«Çĕр çинче çĕр çул пурăнасчĕ», - такмакланă ваттисем. Çĕрпÿ районĕнчи Хурамал Туçа ялĕнчи Перасковья Захарова кĕçех 95 çул тултарать. Турра шĕкĕр, хăйне аванах туять-ха вăл. «Атте, Захар Терентьев 70 çул пурăнчĕ, анне Екатерина Афанасьева утмăла çитсен вилчĕ. Эпĕ вĕсенчен ирттертĕм. Çакăн чухлĕ пурăнатăп тесе шухăшламан та»,- тет вăл халапласа ларнă май.
Перасковья Захаровна Куславкка районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче 5 ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕ туслă кил-йышра иртнĕ. Килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнакан çемьере мĕн пĕчĕкрен ачасене ĕçлеме, алă ĕçне хăнăхтарса пынă. 6-7 çулта чухне аппăшĕ-пиччĕшĕпе пĕрле ашшĕ-амăшне килти ĕçсене тума пулăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче çăм чавнă, çип арланă, алсиш-нуски çыхнă. 10-12 çулта чухне кăмака хутма, апат пĕçерме, пир тĕртме, кĕпе çĕлеме, ĕне сума, утă çулма, çурлапа тырă вырма тата кил таврашĕнчи ытти ĕçе те тума пĕлнĕ. Арçын ачасемпе танах çăпата хуçма вĕреннĕ. Пĕве кĕрсен тантăшĕсемпе пĕрле улах ларнă. Хĕрсем унта тĕрленĕ, сÿс арланă, шăтăкла çыхнă. Ĕçлес кăмăл-туртăм яланах пысăк пулнине палăртать Пăраски кинемей.
Перасковья Захаровнăн çамрăклăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕ. «Уйра викăпа хутăш сĕлĕ улăмне пуçтаратпăр. Кăнтăрла тĕлнелле ялтан çынсем хашкаса чупса килчĕç, «Вăрçă тухнă!» тесе пĕлтерчĕç. Хăрушă хыпар пурне те хăратса пăрахрĕ. Тÿрех ĕçе пăрахрăмăр та канма лартăмăр. Хамăр макăратпăр. «Паян урăх ĕçлеместпĕр, киле кайăр»,- терĕç. Тепĕр кунне ирех арçынсене вăрçа илсе кайма пуçларĕç. Ялта унта-кунта салтаксен хурлăхлă юрри илтĕнет. Кашни кун тенĕ пек çул çитнĕ 4-5 качча çар комиссариатне лавпа ăсатаççĕ. Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем çине тиенчĕ. Уй-хир ĕçĕсене ватă-вĕтĕпе пĕрле тума пуçларăмăр. Колхоз лашисене те вăрçа иле-иле кайрĕç. Кĕçех вăкăр кÿлме тытăнтăмăр. Вĕсене ĕçе аран-аран хăнăхтаркаларăмăр. 1941 çулта пиччен Кирилăн та вăрçа кайма ят тухрĕ. Вăл танкист пулнă. Хаяр пĕр çапăçура чĕр куççирен йывăр аманса 6 уйăх Саранск хулинче госпитальте выртнă. Кун пирки вăл пире çырупа пĕлтернĕччĕ. Сывалса çитеймесĕрех пиччене вăрçа тепĕр хут ăсатнă иккен. Пĕрле кайнисенчен Кирилл Смоленск облаçĕнчи Ситчев районĕнче хыпарсăр çухални пирки хут килнĕччĕ. Аппан упăшки Иван вăрçăра тыткăна лекнĕ пулнă. Тыткăнри пурнăç пирки каласа памастчĕ, анчах кăшт ĕçсен концлагерьте хĕлле чĕрĕ кăшман çинине макăра-макăра аса илетчĕ. Чăрăшкассинчен хĕрсем те вăрçа кайнă. Нина йывăр çын пулса таврăнчĕ. Вăрçă йывăрлăхĕсене халăхпа пĕрле чăтса ирттертĕмĕр. 1941 çулăн раштав уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăнкасси, Чĕнер ялĕсем патĕнче шартлама сивĕре окоп чаврăмăр. Киле килсен кăшт кăна кантăмăр, пире Йĕпреç районĕнчи Буинск тăрăхне вăрман касма илсе кайрĕç. Вăрçă валли вутă хатĕрлеме çăпата сырнă нумай хĕр-упраçа пухнă-мĕн кунта. Хĕлĕпех вăрăм пăчкăпа вăрман касрăмăр. Каснă вутта машинăсем çине алă вĕççĕн тиеттĕмĕр. Ир тăрса каçченех ĕçлеттĕмĕр. «Ĕçлемелле, фронтра салтаксене тата йывăртарах»,- тетчĕç. Килтен пĕçерсе пынă çĕр улмирен /вăл килтен илсе килнĕ чухне сивĕпе шăнатчĕ/ яшка янтăлаттăмăр. Малтан пĕр тапхăр Йĕпреçре хваттерте пурăнтăмăр, кайран барака куçарчĕç. Икĕ хутлă нар çинче çывăраттăмăр. Баракра çĕр урайччĕ, тимĕр кăмакана çĕрĕпех çунтараттăмăр. Вутне дежурнăй хурса ларатчĕ, унăн çывăрма юрамастчĕ. Кĕрт тăрăх ашса çÿренипе йĕпеннĕ кĕпе-тумтире каçхине баракра типĕтеттĕмĕр. Çуркунне тин киле таврăнаттăмăр», - аса илет иртнĕ вăхăта кинемей.
Выçăпа, сивĕпе асапланнă пулсан та нăйкăшман вăл, çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Йывăр пулин те чун хавалне çухатман, мал ĕмĕтпе пурăннă. Перасковья Захарова 1947 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Хурамал Туçари Лукиян Никифорова качча тухнă. Вăл та вăрçă асапĕ витĕр тухнă. Лукиянăн малтанхи арăмĕ Анфиса 1944 çулта Кăнар вăрманне çапă касма кайсан Армас уйĕнче шăнса вилнĕ. Икĕ ача тăлăха юлнă. Перасковья вĕсене хăйĕн «çунатти» айне илнĕ. Çемьене кĕçех тепĕр виçĕ пепке хушăннă. Çапла, пурĕ 5 ача пăхса ÿстернĕ мăшăр. Пысăк çемьере килĕшÿ, çураçу, туслăх хуçаланнă. Шел, телейлĕ мăшăра ватлăха пĕрле кĕтсе илме пÿрмен. Чире пула Лукиян 1959 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Перасковья Захарова тивĕçлĕ канăва тухиччен колхоз правленийĕнче тирпейлÿçĕре ĕçленĕ. Ăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» тата ытти медальпе чысланă. Хулара пурăнма кăмăлламасть Пăраски кинемей. «Унта чуна тăвăр. Ялта - ирĕк, уçă сывлăш, шыв тутлă, халăхĕ кăмăллă», - тет. Тунсăх ан пустăр тесе 4 чăхпа автан, кушак усрать. Вăл хĕлле çăм чавать, кĕнчеле арлать, алсиш-нуски çыхать. Çулла çум çумлать, утă тавăрать. Перасковья Захаровна ачисене те ĕçе юратма, тирпейлĕ, сăпайлă, ырă кăмăллă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Аслă хĕрĕ Саня Украинăра пурăнать. Тивĕçлĕ канура пулсан та общежитире вахтерта вăй хурать. Ывăлĕсем Геронтипе Геннадий учительте ĕçлеççĕ. Çулла ялта пурăнаççĕ, амăшне пулăшаççĕ. Халĕ Пăраски кинемейĕн 10 мăнук, 9 кĕçĕн мăнук. Ĕçпе пиçĕхнĕ хĕрарăм - ялта чи ватти, чи хисепли. Вăл пуриншĕн те ырă тĕслĕх. «Ятлă çынна ял савать»,- теççĕ. Чăнах та, Хурамал халăхĕ ăна сума сăвать. Вăл хăй те кирек кампа та ăшă, шăкăл-шăкăл, вашават. Хăйне ырă сунакансене: «Ман пекех ватăличченех пурăнăр»,- тесе пиллет.
Геронтий НИКИФОРОВ