Юсавлă – шанчăклă
Раççей Федерацийĕн правительстви хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти йышши çакнашкал техникăна юсавлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕслемелли çĕнĕ правилăсене «правила проведения технического осмотра» çирĕплетнĕ.
Техника шайне шута илсе
Юсавлăха патшалăх енчен пăхса тăракан органсенче шута илнĕ хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти йышши техникăна тĕрĕслемелли правилăсене РФ правительствин 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнчи постановленийĕпе йышăннă. Унта палăртнă машинăсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли йĕркене тата вăхăта çирĕплетнĕ. Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем тата ытти йышши техника шутне мĕн-мĕн кĕрет-ха; Тракторсем, çул тунă чухне, строительствăра тата ытти çĕрте усă куракан хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем, вĕсен прицепĕсем. Ку йыша такăр мар çулпа чупма пултаракан урапаллă мототранспорт хатĕрĕсем кĕмеççĕ, енчен те вĕсен топливăпа ĕçлекен двигателĕн калăпăшĕ 50 кубла сантиметртан пысăкрах е çутăпа ĕçлекен двигателĕ хăватлăхпа 4 киловатт ытла пулсан.
Мĕн чухлĕ тÿлемелле?
Машинăсен тĕрĕслевне патшалăх техника надзорĕ йĕркелесе ирттерет. Тĕрĕслев витĕр тухнине çирĕплетекен документ панăшăн патшалăха укçа тÿлеме тивет. РФ налук кодексĕпе килĕшÿллĕн унăн виçи – 300 тенкĕ.
Мĕн вăхăтран тĕрĕслеççĕ?
Машинăсен юсавлăхне çак тапхăртан тĕрĕслеттерсе тăмалла:
1) çулсăр-мĕнсĕр чупма пултаракан, пассажирсем турттаракан автотранспорт хатĕрĕсене, енчен те водитель ларкăчĕсĕр пуçне ларса пымалли вырăн шучĕ 8-тан иртсен, – кашни 6 уйăхран;
2) ытти машинăсене – кашни çул.
Пĕрремĕш тĕрĕслеве патшалăх техника надзорĕ машинăсене шута илнĕ «регистрациленĕ» хыççăн тÿрех ирттерет.
Туса кăларнăранпа çулталăк иртмен тата ĕçлеттермен машинăсен «çулсăр-мĕнсĕр чупма пултаракан,пассажирсем турттаракан автотранспорт хатĕрĕсене шута илмесĕр, енчен те водитель ларкăчĕсĕр пуçне вырăн шучĕ 8-тан иртсен» юсавлăхне тĕрĕслемесĕрех тĕрĕслев витĕр тухни çинчен калакан документ параççĕ.
Ун хыççăнхи тĕрĕслевсене вырăнти патшалăх техника надзорĕ палăртнă тăрăх çирĕплетнĕ тăтăшлăха, шута илнĕ машинăсен йышне, вăл ăçтине, ăна хăш тапхăрта ĕçлеттернине тата тĕрĕслев йĕркелеме вырăн пуррине кура машина хуçисемпе калаçса татăлса, вырăна, куна, вăхăта палăртса ирттереççĕ. Е – машинăсене ăçта шута илнине пăхмасăр патшалăх техника надзорĕ вырнаçнă çĕрте килĕшсе татăлнă кун тата вăхăтра.
Мĕн тĕрĕслеççĕ?
1) документсем «вĕсене каярах палăртăпăр» пуррине, патшалăха укçа тÿленине;
2) машинăсем документсенче кăтартнипе пĕр килнине;
3) машинăсен юсавлăхне «çÿлерех асăннăччĕ – пĕрремĕш хут ятарласа тĕрĕслемен машинăсене шута илмесĕр»;
4) тĕрĕслев витĕр тухни çинчен калакан документа çырса хатĕрлеççĕ.
Мĕнле документсем кирлĕ?
Машина хуçи е вăл шаннă çын машинăпа пĕрле çак документсем тăратать:
1) хăй кам пулнине ĕнентерекен документ;
2) шаннă çыннăн доверенноçĕ е ĕç тума ирĕк паракан ытти йышши документ;
3) машинăпа çÿреме ирĕк панине çирĕплетекен документ;
4) машинăна шута илни çинчен калакан свидетельство;
5) транспорт хатĕрĕн хуçи гражданла яваплăхне страхланă полис «енчен те ку тивĕçе федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ пулсан».
Асăрхарăр ĕнтĕ, кунта патшалăха укçа тÿленин квитанцине кăтартман. Мĕншĕн-ши; Мĕншĕн тесен машина тĕрĕслев витĕр тухни çинчен паракан документшăн укçа тÿленине патшалăх техника надзорĕн органĕ ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăну тытăмĕ урлă пĕлсе тăрать. Çапах та ку квитанцие машина хуçи патшалăх техника надзорĕн органне хăйĕн кăмăлĕпе тăратма пултарать.
Свидетельствăна çухатсан
Тĕрĕслев витĕр тухни çинчен калакан свидетельствăна çухатсан е юрăхсăра кăларсан «çĕннипе улăштармалли вăхăт вĕçленмесен те» техника надзорĕ дубликатпа тивĕçтерет. Ăна илме машина хуçин е вăл шаннă çыннăн ыйтса çырмалла, унччен маларах патшалăх техника надзорĕн документшăн укçа тÿлени çинчен хыпар илмелле.
Свидетельство хутне, ăна çырса тултармалли йĕркене, упрассине тата шутран кăларассине РФ Ял хуçалăх министерствинче çирĕплетеççĕ.
Акт çырма тивсен
Машина хăрушсăрлăх ыйтнине тивĕçтермест тейĕпĕр. Кун пек чухне тĕрĕслев актĕнче машинăн хăш пайĕ юсавсăррине кăтартаççĕ. Акт хучĕ епле пулмаллине, ăна çырса тултарассине те РФ Ял хуçалăх министерствинче палăртаççĕ. Машинăна тĕрĕсленĕ чухне акт çырма тивнĕ пулсан, ăна тепĕр хут тĕрĕслеттермелле.
Хальхинче, енчен те машинăна тĕрĕслеве акт çырнă хыççăн 20 кун хушшинче тăратнă тăк, патшалăх техника надзорĕ актра кăтартнă çитменлĕхсене кăна тĕрĕслет.
Çĕнĕ правилăсен хушăмĕ те пур, унта тĕрĕслев ирттернĕ чухне хăш-пĕр машинăна мĕне пăхăнса тĕрĕслемеллине палăртнă.
Ирина НИКИТИНА.