Комментари хушас

29 Кăрлач, 2014

Çул пĕлмен çын валли çул нумай

Иртнĕ çул республикăри çулсем çинче 2046 инкек пулнă, 253 çын вилнĕ. Çак шутран 135-ĕшĕн пурнăçĕ вырăнтах татăлнă, урăхла каласан, васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитичченех. Ыттисем пульницасенче куç хупнă.

Ку кăтартусемпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕ пресс-конференцире паллаштарнă.

Çул çинчи инкексемшĕн ытларах чухне водительсем айăплă: хирĕç килекен автомашинăсен çулĕ çине кĕрсе каяççĕ, пăрăнкăçсенчен тĕрĕс мар иртеççĕ, хăвăртлăха ÿстереççĕ тата ытти те.

Ачасем хутшăннипе 248 инкек сиксе тухнă, 106 тĕслĕхре – ача ашшĕ-амăшĕ çумрах чухне.

Ӳсĕр водительсен çăмăлттайлăхĕ яланхиллех кулянтарать. Пĕлтĕр вĕсен айăпĕпе çулсем çинче 15 çын вилнĕ, 224 аманнă (154 аварире). 60 водитель руль умне урă пуçпа ларманнине палăртнă, анчах вĕсем медицина учрежденийĕнче тĕрĕсленме килĕшмен. Çакăн пеккисен айăпĕпе 83 çын инкек тÿснĕ.

Пĕлтĕр водительсене 304 млн та 490 пин те 677 тенкĕлĕх штрафланă, 73 процентне кăна шыраса илнĕ. Питех те инкеклĕ вырăнсенче фотохатĕрсем вырнаçтарни лару-тăрăва аванлатма пулăшнă.

Республикăра автотранспорт шучĕ ÿсет. Иртнĕ çул 25 пине яхăн хушăннă. Çакна кура çул-йĕр хăрушсăрлăхне тытса пыракан инспекторсен ĕçĕ те, яваплăхĕ те ÿсет.

Ирина Никитина

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.