Комментари хушас

12 Нарăс, 2015

Валентин кунĕнче качча тухма ыйтнă

Февралĕн 14-мĕшĕнче Китайра хунарсен кунĕ пулсан Болгарире хĕрлĕ эрех тăвакансем хăйсен праçникне паллă тăваççĕ. Раççейре тата ытти чылай çĕршывра вара - Çветтуй Валентин кунĕ. Юратупа романтика, чечек çыххипе шăккалат канфечĕн уявĕ.

Паянхи куна çитнĕ халапсенчен пĕри çирĕплетнĕ тăрăх, Валентин пачăшкă тата тухтăр пулнă. Клавдий II Рим патши авланман арçынсем вăрçăра хастар çапăçасса ĕненнĕ, çавăнпа вĕсене пĕрлешме ирĕк паман. Валентин пĕр-пĕрне савакансене вăрттăн мăшăрлантарнă. Юратушăн кĕрешекенскере арестленĕ. Çав вăхăтра вăл Юлия ятлă суккăр хĕрпе паллашнă. Вилес умĕн /ку 269 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче пулнă/ Валентин ăна юрату пирки пĕлтерсе "валентинка" парнеленĕ. Халап тăрăх, ырă кăмăллă, анчах суккăр Юлия çав самантра курма тытăннă. Унсăрăн вăл савнин çырăвне еплерех вулĕччĕ-ши?

Юратакансен кунĕнче кашни мăшăр пĕр-пĕрне саламласа ачаш, чуна çунат хушакан ăшă сăмахсем калать. "Валентинка" парасси анлă сарăлчĕ пулсан та чылайăшĕ çуллен çĕннине шухăшласа кăларать. Февралĕн 14-мĕшĕнче савакансем пĕр-пĕрне епле тĕлĕнтереççĕ-ши?

Евгений УРДЮКОВ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ:

Татьяна КАПИТОНОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки:

Алена НИКОЛАЕВА, декрет отпускĕнче:

Андрей ЯКОВЛЕВ, Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕ:

Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.