Комментари хушас

11 Нарăс, 2015

КУÇА ЯЛАН ХУСКАТАСЧĔ

Куç çивĕчлĕхне лайăхлатма Авалхи Китайра аюрведе сиплев меслечĕпе усă курнă. Унпа килĕшÿллĕн кирек мĕнле сăлтава пула япăх курсан та çак йĕркесене пăхăнмалла.

1. Кăсăклантаракан япалана лайăхрах курас тесе питĕ хытă тинкерсе пăхас йăлана пăрахăр. Вуланă, çырнă, çĕленĕ, телевизор пăхнă чухне те куç ывăнасран сыхланăр, вăхăт-вăхăтпа мăчлаттарса илĕр.

2. Куçа юн пырса тăрассине тата сетчатка сисĕмлĕхне çунакан çуртана сăнаса, вĕтĕ шрифтпа пичетлнĕ текста лайăх çутăра тата çурта çутинче вуласа лайăхлатма пулать.

3. Куçсене ал лапписемпе хуп-хура тĕс курăнма пуçличченех пусăрăнтарса хупласан, пуçа çемçен унталла-кунталла çавăрсан, таса пĕлĕтелле, симĕс курăк çинелле тĕмсĕлмесĕр пăхсан куçсем лайăх çемçелеççĕ.

4. Куç мĕнле курасси мăй мышцисенчен те килет. Вĕсем хытнă е кукăрăлнă пулсан юн тымарĕсем хĕсĕнеççĕ, пуç мимине, куçсем патне юн пырса тăрасси япăхать, вĕсем хăвăрт ывăнаççĕ. Çавăнпа куç çивĕчлĕхĕпе кăлтăксем пур тăк мăй валли хусканусем тумалла.

* Пуçа кăкăр çинелле майĕпен тата пултарнă таран аяларах антармалла. Унтан çавăн пекех васкамасăр çĕклемелле те хыçалалла май килнĕ таран аяларах авмалла. Хусканăва çемçен те майĕпен тумалла. Темиçе хут пурнăçланă хыççăн малаллахи хусканусен вĕçĕнче вăй ытларах хумалла. Çакна пула вăхăтлăха ыратнине е хĕртнине туйма пултаратăр. Тĕллев мăй мышцисене майĕпен туртăнтарса çемçетесси пулмалла.

* Пуçа тÿрĕ тытмалла, ăна майĕпен сулахайран сылтăмалла, унтан сылтăмран сулахаялла пăрмалла. Кĕлеткепе мăя хытарасран асăрханмалла. 10 хут тумалла.

Шута илме: куçсемпе япаласем çине тинкерсе пăхмалла мар, вĕсене ялан хускатмалла.

Куçсене хытарма юрамасть, вĕсен канлĕ ĕçлемелле. Тăтăш ывăнтарсан куç çывăха е инçете каять, е астигматизм аталанать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.