Çĕр пайĕн чиккисем çинчен манман-и?
Çĕр пайĕпе усă курма ирĕк панине ĕнентерекен документ алăра пулни кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Анчах тепĕр чухне çак документăн усси çукпа пĕрех. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çĕр пайĕн чиккисене палăртса патшалăхăн куçман пурлăх кадастрне кĕртмен пулсан çыннăн çĕр лаптăкĕ çук пулса тухать.
Çак тĕслĕхе тишкерер-ха. Амăшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн Валентина Ивановнăна унран ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕ куçнă. Хăй вăхăтĕнче амăшне çав пая уйра уйăрса панă, анчах хĕрарăм ăна хăйĕн çине куçарас ĕçе вĕçлеймен. Валентина Ивановна ăна тивĕçес тесе еткерлĕх правине суд урлă илнĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула чылай çул вăл çав çĕр çине çитсе курайман. Вăхăт тупса çитсен вара хăйĕн çĕрĕ çинче тахăшĕ çурт туса лартнине курнă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. "Мĕн амакĕ ку?" - тĕлĕннĕ хĕрарăм. Унăн çĕр пайĕ çинче çурт хăпартнă çыннăн докуменчĕсем йăлт йĕркеллĕ-мĕн: çĕр участокĕн харпăрлăхçи пулнине ĕнентерекенни те, ăна кадастр шутне илнине палăртаканни те пур.
Канăçа çухатнă хĕрарăм Росреестр управленине çырупа тухнă, хăйĕн çĕр пайне ирĕк памасăр ют çын йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Управлени ĕçченĕсем çак тĕслĕхе тĕрĕсленĕ те çурт хуçине айăплама сăлтав пулманнине пĕлтернĕ. Вăл йăлт саккун ыйтнă пек тунă. Валентина Ивановна хăйĕн çĕр пайне чикĕлемен, карта тытса çавăрман. Хăй вăхăтĕнче унăн амăшĕ çĕр харпăрлăхçи пулнине ĕнентерекен патшалăх актне алла илеймен, çĕр пайĕн вырăнне çирĕплетекен хутсем пулман унăн.
Документ тăрăх çĕр пайĕ пулмалла пек, чăннипе вара вăл урăх çыннăн шутланать. Кунашкал тĕслĕх республикăра пайтах. Хăйĕн çĕр пайне тавăрма Валентина Ивановнăн темиçе суд ларăвĕ урлă тухма тивĕ. Ĕç-пуç мĕнле вĕçленессе татса калама хĕн.
Çавăнпа ял çыннисен куçман пурлăх правине илнипе пĕрлех çĕр пайĕн чиккисене вăхăтра виçтерсе палăртмалла, унтан ăна кадастр учетне кĕртмелле.