Комментари хушас

10 Нарăс, 2015

Çепĕç юрăсем тăван ялне илсе çитернĕ

Нумаях пулмасть Казахстанри Акмола облаçĕнчи Кокшетау хулинче «Чăваш этнокультура центрĕ» чăмăртаннă. Унăн пултарулăх ертÿçи пулма Казахстан Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне Валерий Тарасова суйланă.

Валерий Васильевич Чăваш Енри Канаш районне кĕрекен Катекре çуралса ÿснĕ, Раççей театр искусствисен академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Пĕр вăхăт Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçленĕ, 1974-1982- çулсенче - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче. Академире экономист, театровед, театр ĕçĕн ертÿçин специальнăçне илнĕ хыççăн Коми Республикине çул тытнă вăл, унти Савин ячĕллĕ академи театрĕн директорĕн заместителĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн шăпа ăна Кемĕр облаçне те, Туркменири Ашхабада та илсе çитернĕ.

1990 çулта Казахстанра тĕпленнĕ. 11 çул Акмола облаçĕнчи М.Горький ячĕллĕ вырăс драма театрĕн директорĕнче ĕçленĕ, 2001 çултанпа - Акмола облаçĕнчи Кокшетау хулинчи вырăс драма театрĕн директорĕнче, пултарулăх ертÿçинче. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.