Комментари хушас

6 Нарăс, 2015

Студентсен ĕç отрячĕсем

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче студентсен строитель отрячĕсем кĕрлесе кăна тăратчĕç. Самана улшăннă май çак юхăм хисепне çухатрĕ. Юлашки çулсенче, акă, студентсен ĕç отрячĕсем çинчен çĕнĕрен калаçма пуçларĕç. Апла тăк çак юхăм вуçех пĕтсе ларман? Ăна çĕнĕрен аталантарса яма пултарнă?

Н.АФАНАСЬЕВ.

Вăрмар районĕ.

Студентсен ĕç отрячĕсем /СТО/ XXI ĕмĕрĕн малтанхи çулĕсенче йĕркеленме пуçланă. Çамрăксен строитель отрячĕсем евĕрлĕ юхăм иртнĕ ĕмĕрĕн 1960-1980-мĕш çулĕсенче вăйлă аталаннă.

2002 çулта СТО çинчен положени çирĕплетнĕ, Раççей Федерацийĕнче округсен штабĕсен тытăмне туса хунă, регионсенче çак юхăма аталантармалли сĕнÿсене хатĕрленĕ. 2003 çулта - Раççейри СТО ĕç-хĕлне тĕрев пама ведомствăсен хушшинчи координаци канашне, 2004 çулта Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççей студенчĕсен отрячĕсем» общество юхăмне йĕркеленĕ.

Чăваш Енре СТО 2001 çулта аталанма пуçланă. Чăваш Республикинче çамрăксен «СТО штабĕ» общество организацийĕ йĕркеленнĕ. Унта малтанах 13 отряд пулнă, 432 çын шутланнă. 2008 çулта 129 отряд /6093 çын/ ĕçленĕ. Çак шутра педагогсен - 45 отрячĕ /2192 çын/, строительсен - 15 /617/, ялхуçалăх - 8 /365/, производство /практика/ - 19 /725/, сервис /поварсем т.ыт./ - 30 /1166/, вĕренÿ учрежденийĕсене /общежитисене/ хăтлăлатакансем - 12 /1028/. 55 отряд Раççей регионĕсенче, Германире, Турцире, АПШра ĕçленĕ.

Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççей студенчĕсен отрячĕсем» общество юхăмĕн Чăваш регион уйрăмĕ 2007 çулта çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри пулса тăнă. Çулсерен СТОн республика слечĕсене, педагогсен отрячĕсен «Звездная карусель» фестивальне, «Чи лайăх педагогика отрячĕ» ята çĕнсе илессишĕн кункурссем, ыркăмăллăх акцийĕсем йĕркелеççĕ, социаллă объектсене /приютсемпе ача çурчĕсем, çул çитменнисен реабилитаци центрĕсем/ шефа илеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.