Ăшă сăмах эмелрен хаклăрах
Яла - çамрăксене
Аслă пĕлÿллĕ яш-кĕрĕме тăван тăрăхрах тымар яма условисем çителĕклĕ темелле. Хулана тухса кĕме ĕлĕкхи пек нушаллă мар, такăр çулпа вĕçĕмсĕр техника чупать. Ялсене тахçанах газ, шыв çитнĕ. Пÿртре кранран вĕри, сивĕ шыв юхать. Мĕнрен кая хуларинчен? Анчах çамрăксене илĕртмест ку, диплом илнĕ хыççăн хуларах юлма тăрăшаççĕ. Çавăнпах ялта кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çакă медицинăра та сисĕнет.
Лару-тăрăва улăштарма правительствăра «Земство тухтăрĕ» программа та йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн 186 çамрăк специалист яла ĕçлеме кайнă. Çав шутра аслă шкултан тин вĕренсе тухнисем те, 35 çула çитейменнисем те пур. Унччен хăшĕ-пĕри диплом илнĕ хыççăн хуларах тĕпленнĕ. Программа хута кайни вĕсен пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Хулара пурăнма уйрăм кĕтес çукки, яла ĕçлеме кайнисене хавхалантарма 1 млн тенкĕ тÿлени татăклă утăм тума хистенĕ. Çитменнине, çамрăк специалист пурăнмалли условисене лайăхлатма ытти çăмăллăхпа та усă курма пултарать. Республика бюджетĕнчен ипотека кредичĕн процент ставкине 4 процент саплаштарни, «Яла социаллă аталантарасси», «2002-2015 çулсенче çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕ парасси» программăсем ялта ĕçлесе пурăнакансен пурнăçне çăмăллатма май параççĕ. Ытти регионран ултă специалист çитнĕ.
«Земство тухтăрĕ» программăна халĕ 45 çула çитнисем те хутшăнма пултараççĕ. Çулталăк пуçланчĕ кăна-ха, анчах 50-а яхăн тухтăр яла ĕçлеме каясса пĕлтернĕ те.
Уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пек
Муркаш районĕнчи тĕп больницăра икĕ-виçĕ çул каялла кăна лару-тăру йывăрччĕ. Пĕр-пĕр специалист патне лекме çынсем вăрăм черете тăнă е хулана кайса тÿлевлĕ тĕрĕслеттернĕ, сипленнĕ. Çĕршывра «Земство тухтăрĕ» программа хута кайсан Муркашсем хашах сывласа янă. «Хула çывăхĕнчи района кам та пулин килетех», - тенĕ вĕсем. Чăн та, кĕтни-шанни харама кайман, кĕçех больницăра çамрăк специалистсем ĕçлеме тытăннă.
Тĕп тухтăрăн çумĕпе Владимир Толстовпа та калаçу çак ыйту таврах çаврăнчĕ.
- Муркаш районĕнчи тĕп больницăра 85 тухтăр вăй хурать. Икĕ çулта «Земство тухтăрĕ» программăпа коллектива 22 çамрăк специалист хушăнчĕ. Программа хута кайсан малтанхи çул никам та килмерĕ. Çĕнĕлĕхе ăнланса-пĕлсех çитеймерĕç-ши? Иккĕмĕш çулне ĕç шыраса çине-çинех килме пуçларĕç. Кĕске хушăра терапевт, педиатр, реаниматолог тата ытти специалиста йышăнтăмăр. Унччен вара ку вакансисем пушăччĕ. Аслă шкула çитсе пулас тухтăрсене ĕçе йыхравлани те пулăшманччĕ, - терĕ Владимир Владимирович.
- Ĕçе вырнаçакансем аякри çынсем е ку тăрăхрисемех?
- Аякрисем сахалрах, ытларах Муркаш тăрăхĕнчен тухнăскерсем. Хăшĕ-пĕри хулара ĕçлесе пурăннă хыççăн района ĕçлеме куçрĕ. Алина Репина, Снежана Платонова, Ольга Салицева, Дарья Овчинникова, Людмила Воробьева вара алла диплом илсенех тăван тăрăха таврăнчĕç. Вĕсене пурне те ĕçпе тивĕçтернĕ.
- Çамрăк специалистсене ĕç тупса вырнаçасси кăна мар, пурăнма вырăн çукки те хăратать.
- Ку енĕпе йывăртарах çав. Тĕп больницăн служба хваттерĕсем çуккипе специалистсен хăйсенех пурăнма кĕтес шырамалла. Муркаш çыннисемех ĕçленипе нумайăшĕ тăван килĕнчех пурăнать. Хуларан килнисем вара ирĕн-каçăн Шупашкара çÿреççĕ. Юрать, çулĕ вăрăм мар, çур сехетренех çитме пулать. Программăпа тивĕçнĕ 1 миллион тенкĕ вĕсен хваттер ыйтăвне татса пама пулăшĕ.
- Патшалăх пулăшăвне çийĕнчех панипе нумайăшĕ унпа усă курчĕ ĕнтĕ. Муркаш тăрăхĕнчех хваттер е çурт илекенсем пулчĕç-и?
- Пĕлнĕ тăрăх хавхалантару укçипе ытларах хулара хваттер туяннă. Тата хуларан ĕçлеме килнисен çемйисем те унтах юлнă. Пĕр енчен ăнланмалла вĕсене. Иккĕшĕ те тухтăрсем пулсан ĕçе вырнаçма çăмăлрах-ха. Анчах мăшăрĕ урăх тытăмра вăй хурсан районта ăçта вырнаçĕ? Халĕ Муркашра та хваттерсем хаклă. Пĕр пÿлĕмли кăна 2 миллион тенке яхăн. Кун пек хакпа хулара та тупса илме пулĕ. Тĕпленнĕ çемьене куçарса килме те йывăртарах.
- Çамрăк специалистсем яла ытларах укçашăн ĕçлеме кайни вăрттăнлăх мар. Вĕсенчен нумайăшĕ пилĕк çултан, килĕшÿ вăхăчĕ тухсан, хуланах пурăнма-ĕçлеме куçма пултарĕ. Больницăсем каллех пушанса юлмĕç-и?
- Паллах, вĕсене çыхса хураймăн. Çапах çак тапхăрта ял пурнăçне хăнăхса çитессе, Муркашрах ĕçлеме юласса шанас килет. Чăн та, хваттерĕсене хулара туянни те шухăшлаттарать. Муркашра хваттер е çурт туянни те ниме пĕлтермест - çурт-йĕре самантрах сутса тухса кайма пултараççĕ. Хăнăхса çитнĕ специалистсене вырăнтах хăварас килет те, пирĕнтен çеç килмест çав. Паянхи куна медицина отраслĕнче кадрсен ыйтăвне татса панă. Ĕçе вырнаçас текенсем халĕ те пур-ха. Анчах эпир куç тухтăрĕ кăна йышăнма пултаратпăр, тек ваканси çук.
- Çамрăксем вырăнтах юлччăр тесен мĕнпе пулăшатăр, хавхалантаратăр?
- Тин кăна диплом илнĕ çамрăксен стаж, категори çуккипе шалăвĕ пĕчĕкрех. Çавăнпа вĕсене хушса тÿлеме, премисем парса хавхалантаратпăр. Пире бюджетран укçа ытлашши уйăрмаççĕ. Больница тÿлевлĕ çăмăллăхсем парса укçа ĕçлесе илет. Хушма тупăшран тухтăрсене хавхалантарма та уйăратпăр. Çамрăксене коллектив лайăх йышăнчĕ, пĕр чĕлхе тупрăмăр темелле. Опытлă тухтăрсем вĕсене пулăшса-ăнлантарса пыма тăрăшаççĕ.
- Земство тухтăрĕсем тĕп больницăра кăна ĕçлеççĕ е ялсене те ятăр?
- Шăл тухтăрĕсем - Татьяна Ивановăпа Людмила Воробьева - районти офиссене вырнаçрĕç. Ыттисем йăлтах тĕп больницăра тăрăшаççĕ.
- Муркаш тăрăхĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсенче специалистсем çителĕклĕ-и?
- Районта 38 фельдшерпа акушер пункчĕ. Хальхи вăхăтра Ахманейпе Ваçкасси тăрăхĕсенче кăна фельдшерсем çук. Халĕ тата медицина ĕçченĕсем, уйрăмах медсестрасем, Мускава çÿреме тытăнчĕç. Çапах ФАПсенче ĕçлекенсене те тупатпăрах.
- «Земство тухтăрĕ» программăпа унччен 35 çула çитейменнисем кăна яла ĕçлеме кайнă. Кăçалтан 45 çула çитейменнисем те кайма пултараççĕ. Тăватă теçеткерен иртнĕ çын, хулара тарăн тымар янăскер, яла пурăнма куçĕ-ши?
- 45 çула çывхаракан тухтăрсен опычĕ пысăк. Хăш-пĕри çамрăксене мар, ватăрах тухтăрсене ытларах шанни сисĕнет. Эпир пурте ватăлатпăр. Тăватă теçеткерисен ĕçлемелĕх вăй-халĕ пур-ха. Хулара çитмĕле çывхаракансем те ĕçлеççĕ.
- Каçарăр та, çичĕ теçеткерисен ĕç тухăçлăхĕ иккĕлентерет. Вĕсем пирки пациентсем ÿпкелешсе калаçнине сахал мар илтнĕ.
- Пирĕн больницăра та тивĕçлĕ канăва тухнисем тăрăшаççĕ. Вĕсен вăй-хăвачĕ, ĕçлес кăмăлĕ пур чухне мĕншĕн чармалла? Тин кăна пенси çулне çитнисене те киле кайса лар темешкĕн чĕлхе çаврăнмасть. Çичĕ теçеткене çитнисем çук. Çул иртнĕ май хăйсемех лару-тăрăва ăнланса ĕçрен каяççĕ.
- Владимир Владимирович, районти тĕп больницăра çирĕм çула яхăн ĕçленĕ май сывлăх сыхлавĕнче ырă улшăнусем пурри сисĕнет-и?
- Унччен кивĕ оборудованисем кăна пулнă. Препаратсем те çитмен. Тĕрĕсрех диагностика лартма хулана яни те пулнă. Медицина отраслĕнче тĕрлĕ программа хута кайни районта та сисĕнчĕ, ĕç-хĕле палăрмаллах лайăхлатрĕ. Эпир УЗИ, маммограф тата ытти оборудовани туянтăмăр. Хирургсем видеостанокпа усă курса операци тăваççĕ. Ку - пирĕншĕн çĕнĕлĕх. Ĕлĕкхипе танлаштарсан уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пек. Пурнăç улшăнса, лайăхланса пыни тÿрех курăнать. Çапах эмелпе кăна çынна сиплеймĕн. Хăвăртрах сываласси тухтăртан, вăл чирлипе пĕр чĕлхе тупнинчен те килет. Ăшă сăмах эмелрен те паха тесе ахальтен каламан.
Лариса Никитина.