Комментари хушас

«Сĕт туса илекен пĕчĕк хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен сутлăх хак пĕчĕк пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп. Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушатăп. Пысăк хуçалăх субъекчĕсемпе туса илнĕ сĕтшĕн тÿлесе татăлнă чухне çавнашкал тытăмпа усă кураççĕ ĕнтĕ. Çапла шутлатăп: ку ыйтура тĕрĕслĕхе уççăн палăртмалла тата тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене тытса пыма пĕр пек лайăх майсем туса памалла».

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.

 

Мария ЕГОРОВА, Канаш районĕнчи Пĕршенер ялĕ,

Радий БИКЧУРИН, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнчи фермер хуçалăхĕн ертÿçи,

Вячеслав МАТВЕЕВ, Элĕк районĕнчи Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ,

Эдуард КОЗЛОВ, Элĕк енри Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ,

Юлия МАРЕЕВА, Хĕрлĕ Чутай районĕн радиокăларăм редакторĕ.

Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.