Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

«Хыпар» журналисчĕ те çĕнтернĕ

Чăвашпотребсоюз канашĕ пĕлтĕр массăллă информаци хатĕрĕсен тата çивĕч калем ăстисен хушшинче пынă «Потребитель кооперацийĕ - 2014» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл потребкоопераци предприятийĕсемпе организацийĕсен ĕç-хĕлне туллинрех çутатас тĕллевпе ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствипе тата Журналистсен союзĕпе пĕрле 10 çул ытла иртет.

Тĕрлĕ номинацире «Хыпар» ИÇ, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Вăрмар, Муркаш районĕсен «Пирĕн сăмах», «Пурнăç çулĕпе», «Хĕрлĕ ялав», «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕсем мала тухнă.

Пултарулăх ăмăртăвĕнче журналистсенчен Алина Лукиянова /«Хыпар» ИÇ/, Николай Мулянов /«Чăваш Ен» телерадио компанийĕ/, Константин Алимасов /«Çĕнтерÿшĕн», Йĕпреç/, Алина Оринова, Алина Карпова /«Пирĕн пурнăç», Хĕрлĕ Чутай/, Виктор Данилов /«Ял пурнăçĕ», Красноармейски/, Владимир Егоров /Чăваш наци радиовĕ/, Зоя Русанова /«Çĕрпÿ хыпарçи», Çĕрпÿ/, Юлия Мареева /вырăнти радио, Хĕрлĕ Чутай/, Роза Макарова /«Çĕнтерÿ ялавĕ», Муркаш/ çĕнтернĕ.

Кăçалхи конкурса Чăвашпотребсоюз 2015 çулта 95 çул тултарнине халалланă. Мала тухакансене яланхи пекех асăннă пĕрлĕхĕн Дипломĕпе укçан преми кĕтеççĕ. Материалсене декабрĕн 31-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428018, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 34, «Чувашский потребительский союз» хаçат редакцийĕ.

В.СОРОКИН,

конкурс комиссийĕн секретарĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.