Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Самолетсем рейса тухаççĕ

ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх - регионти авиацие аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă проектпа килĕшÿллĕн 2014 çулта Шупашкар аэропорчĕ 2814 пассажира транспортпа тивĕçтернĕ, 572 авиарейс вĕçеве тухнă.

Иртнĕ çул Самартан Шупашкара 651 çын вĕçсе килнĕ, 624 çын кайнă, Ĕпхĕве 782 çынна ăсатнă, 757-ĕн Чăваш Ене таврăннă. Проект кăçал та малалла пурнăçланĕ. Акă, «Шупашкар - Ĕпхÿ» маршрутпа çÿрекен рейс çине январĕн 23-мĕшĕнче билетсем сутма пуçланă. Пассажирсене «Авиа Менеджмент Групп» компанин 8 çын вырнаçакан РС-12 сывлăш карапĕ илсе çÿрĕ. Самара каяс е унтан килес текенсем валли те çак кунсенче ятарлă рейссем йĕркеленĕç. Ку ĕçе «Аэропорт Оренбург» предприятие шанса панă, çынсене Л-410 самолет турттарĕ. Ку маршрут февралĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 28-мĕшĕччен ĕçлĕ.

А.ПЕТРОВ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.