Миграци служби: килекенсен те, каякансен те шучĕ ÿснĕ
Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире унăн пуçлăхĕ Виталий Черничкин 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, çавăн пекех миграципе çыхăннă саккунсенчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ.
Çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацине ĕçлес тĕллевпе визăсăрах килекен мигрантсен патент илмелле. Тĕрĕссипе, патент системи пирĕн çĕршывра 2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнченех вăйра тăрать-ха, çапах ку документ халиччен уйрăм çынсем патне çеç ĕçе вырнаçма ирĕк панă, халĕ вара юридици сăпачĕсем, уйрăм предпринимательсем патĕнче те вăй хума юрать. Патент илес тесен ют çĕртен килнĕскерĕн миграци службин управленине каймалла. Унăн хăйпе пĕрле визит тĕллевне /ĕç/ кăтартнă миграци картти, вăл кам пулнине çирĕплетекен документ, гражданин вырăс чĕлхине, Раççей Федерацийĕн историне тата саккунĕсен никĕсĕсене пĕлнине ĕнентерекен хут /экзамен памалла/, Раççейре илнĕ медицина страхованийĕн полисĕ тата çыннăн хăрушă чир çукки пирки справка пулмалла. Малалла вулас...