Асанкассисен «Çăлкуçĕ»,
е Каçал тăрăхĕнче эстрада юхăмĕ епле пуçланни
Çак юрă, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех халăхра анлăн сарăлнăскер, паян кунчченех чуна тыткăнлать. Пулаççĕ вĕт-ха çавăн пек юрăсем: аслă ăрурисене те, çамрăксене те килĕшет, пĕрре илтсенех манăçмасть. Комсомольски тăрăхĕнчи Асанкассисем ăна вăл çуллахи юрă пулнине пăхмасăрах Çĕнĕ çулта та, Раштавра та шăрантараççĕ. Ку тăрăхра эстрада юхăмĕ сарăласси те унранах пуçланнă тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Мĕншĕнне кăшт каярах уçса парăп, хальлĕхе вара маларах чăваш эстрадинче çак «Çăлкуç» юрра чи малтан Тамара Никоноровăпа Алексей Шадриков шăрантарнине асăнса хăварам. Вăл паян та Шадриков юрлакан юрăсенчен чи анлă сарăлни.
- Унччен халăх юрри тесе пĕлтеретчĕç ун пирки вĕсем. «Тĕрĕс мар вĕт-ха»,- хирĕçлеттĕмĕр эпир, Асанкассисем, - тет Асанкасси культура çурчĕн директорĕ Елена Маштанова. - Ара пирĕн ялта çуралнă-çке ку юрă! Сăмахĕсене Николай Андреев çырнă. Вăл маларах ялти клубра ĕçленĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Кĕвви Иван Портновăн. Халĕ тин авторĕсене тĕрĕс палăртма пуçларĕç. Пирĕн пĕр уяв та унсăр иртмест. Кашни хутĕнчех юрлам мар ĕнтĕ тесе шухăшлатăп хам - ял çыннисем пĕрех юрлаттараççĕ. Малалла вулас...